Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АРГАМАКА» – ХАЛĂХСЕН ХУШШИНЧИ ПРЕМИ

2022 çулхи октябрь уйăхӗнче Мускавра «Золотой витязь» XIII халăхсен хушшинчи славян литература форумӗ иртнӗ. Унта Раççей Писательсен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн «Аргамак» журналӗ те хутшăннă. Пӗлтӗр декабрь уйăхӗнче форум хăйӗн ӗçне пӗтӗмлетсе «Аргамака» диплом парса чысланă.

Иртнӗ эрнере Хусанти А.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче «Аргамакăн» март уйăхӗнче тухнă 2023 çулхи 1-мӗш номерӗн хăтлавӗ пулчӗ. Ку кăларăмра пичетленнӗ авторсем йышлăн пухăннă – Çырчаллинчен, Елабугăран, паллах, Хусантан. Кашнин микрофон тытса каламалли пур, хăйсен произведенийӗсемпе те паллаштарас килет. Журнал редакторӗн çумӗ Александр Воронин ертсе пычӗ каçа. Журнал республикăри виçӗ хулана пӗрлештерсе тăни çинчен каласа пачӗ: «Аргамак» редакцийӗ Çырчаллинче, Хусанти «Идель-Пресс» издательствăра пичетленсе  Елабугăра тăтăшах хăтлавсем ирттернине ăшшăн аса илчӗ.

Вырăс поэчӗсемпе писателӗсен хайлавӗсемсӗр пуçне журналта куçарусем те пичетленеççӗ. Ку номерте те «Куçаруçă бенефисӗ» рубрикăра Галина Булатовăн тутарларан вырăсла куçарнă сăввисем кун çути курнă.  

«Аргамак» литература журналӗ пулса вулакана хальхи вăхăтри ӗçсенчен инçете аташтарса ямасть. Паян пурне те хумхантаракан темăсене хускатать хăйӗн страницисенче. Вырăссен классикӗсем Александр Пушкинăн «Клеветникам России», Федор Тютчевăн Крым вăрçи пуçланас умӗнхи шухăшӗсене номере кӗртни çеç мар, паян ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă ӗç-пуç çинчен, çынсем çинчен вуласа пӗлме май парать.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев