Аварире виçӗ çыннăн пурнăçӗ татăлнă
Ӗнер, августăн 12-мӗшӗнче каçхине «Казань-Буинск-Ульяновск» трасса çинче пулнă инкекере 41 çулти хӗрарăм тата унăн 4 тата 9 çулсенчи ачисем вилнӗ.
1972-мӗш çулхи Volkswagen Tiguan автомобиль водителӗ, хирӗç килекен çул çине тухсан икӗ автомобильпе çапăннă. Сурансене пула «Лада Искра» автомобильӗн виçӗ пассажирӗ – хӗрарăмпа унăн икӗ ачи вырăнтах вилнӗ, тепӗр пилӗк çынна больницăна илсе кайнă.
Çак фактпа следстви органӗсем Раççей Уголовнăй кодексӗн 264-мӗш статйин 5-мӗш пайӗпе уголовлă ӗç пуçарнă. Следстви пӗлтернӗ тăрăх, Volkswagen Tiguan водителӗ – Хусанта пурăнакан 54 çулти арçын ӳсӗр пулнă. Ӳсӗр водительсен айăпӗпе пулакан аварисенче вилекенсем ӳсни çинчен çак статьяра пӗлтернӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев