Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ӳсӗр водительсен айăпӗпе пулакан аварисенче вилекенсем ӳснӗ

2026 çул пуçланнăранпа пилӗк уйăхра кăна Тутарстанра ӳсӗр водительсен айăпӗпе пулнă аварисенче 17 çын вилнӗ.

Иртнӗ эрнере кăна Хусан автоинспекцийӗ хулари урамсенче 984 авари пулни пирки хыпар илнӗ. Вӗсенчен 25-шӗнче 30 çын аманнă, пӗр çын вилнӗ. Руль умне ӳсӗрле ларнă 37 водителе тытса чарнă. Кун çинчен tatarstan24.tv сайт пӗлтерет.

2026 çул пуçланнăранпа пилӗк уйăхра кăна ӳсӗр водительсен айăпӗпе Тутарстанра çул-йӗр аварийӗсенче 17 çынна ӗмӗрлӗхе çухатнă эпир. Аса илтеретпӗр, ӳсӗр водитель – преступник. Руль умне ӳсӗрле ларнăшăн 45 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ, транспорт çӳретме ирӗк паракан правана икӗ çула илеççӗ. Вӗсен айăпӗпе çул-йӗр çинче пулнă аварисенче çынсем аманнă пулсан – 7, иккӗ тата ытларах çын вилсен 15 çула тӗрмене хупаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проишествие