Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкартан Хусана ҫӳрекен маршрутка аварие лекнӗ тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ» https://chuvash.org/news/30630.html
Ку ăншăрт 20 сехет те 20 минутра Мари Элти Звенигово районӗнчи «Кокшайск-Красногорский» ҫул ҫинче пулса иртнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ, 39 ҫулти арҫын, малта пыракан транспортран иртсе кайма хăтланнӑ та, тепӗр хирӗç пыракан машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 5 ҫын аманнă: ҫӑмӑл машинӑн 28 ҫулти водителӗ тата микроавтобусри 4 пассажир.
Ҫӑмӑл машина водителӗ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл автобусри суранланнӑ ҫынсене медицина пулăшăвӗ кӳнӗ. Микроавтобусра ларса пыакансенчен чылайӑшӗ тутисене, сӑмсисене ыраттарнă.
Ку хыпара «За рулем» форум материалӗсем тăрăх хатӗрленӗ.
Нет комментариев