Çамрăксене, вӗренекен мăшăрсене пулăшмалла
Ку сăмахсем университетпа çыхăнни кăшт тӗлӗнтерет те: çамрăксен вӗренӳ заведенийӗнче талккăшӗпех студентсен вырăнӗ пулассăн туйăнать. Анчах кунта вăрттăнлăхӗ акă мӗнре. Ятарласа уйăрнă вырăнта студентсен канса вăй пухма та, компьютерпа кирлӗ ӗçсем тума та, библиотекăри литературăпа паллашса таврапӗлӗве анлăлатма та май пур. Идейисене аталантарма, проекчӗсене пурнăçлама ирӗклӗ. Çивӗч ыйтусене ушкăнпа татса памалла чух 15 – 20 çын шăнăçакан пӳлӗме кӗрсе «каварлашма» та пулать, кирлӗ-тӗк алăкӗ те хупăнать, кӗнеке вулакансене, компьютерпа ӗçлекенсене чăрмантарас çук.
«Студ.пространство» Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентствин (Росмолодежь) проекчӗ, Раççейре 2022 çултанпа ӗçлет вăл. Паянхи куна пилӗк регион пуçăннă ку проекта, Студентсен кунӗ умӗн Хусанта та кун çути курчӗ – Аграри университечӗ республикăра пуринчен малтан уçрӗ 100 тăваткал метр лаптăк йышăнакан «Студ. пространство».
Студентсен вырăнне чаплă лару-тăрура ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗпе Ринат Садыковпа КГАУ ректорӗ Айрат Валиев уçрӗç. Айрат Расимович студентсен пурнăçӗнче ку вырăн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. «Студ.пространство» çамрăксене пӗр-пӗринпе хутшăнма май паракан проект, ку тӗрӗс. Пӗрремӗш курсра вӗренекенсемшӗн унăн пӗлтерӗшӗ тата пысăкрах – вӗсем çакăнта çӳресе, аслăрах студентсемпе паллашса вӗренӳ пурнăçӗнче çăмăллăнрах адаптаци иртӗç, конкурссем çинчен те чи малтан çакăнта пӗлтерӗç.
Кун хыççăн конференц-залра пресс-конференци иртрӗ. Унта ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков, КГАУ ректорӗ Айрат Валиев, «ТР Студентсен лиги» Регионти çамрăксен обществăлла организацийӗн президенчӗ Шамиль Якупов тата пӗрремӗш вице-президенчӗ Рамиль Багманов пулчӗç.
Шамиль Якупов республикăри студентсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа панипе пӗрлех вӗренекен çамрăксен хушшинче ирттерекен конкурссене пӗтӗмлетрӗ, 2025 çулта пуçланакан проектсемпе паллаштарчӗ.
Тутарстанра çамрăксен пурăнмалли çурт-йӗр илессипе конкурса хутшăнса 49 хастар хваттерлӗ пулнă.
Конкурса тӗрлӗ районсемпе хуласенчен 236 çын хутшăннă, 49-шӗ çӗнтернӗ. Яш-кӗрӗме хваттерлӗ пулма май парасси «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене тӳрре кăларать.
Çамрăксене пурăнмалли çурт-йӗрпе тивӗçтерес енӗпе Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тăватă программăпа ӗçлет. Анчах çак конкурс ыттисенчен уйрăлса тăрать. Мӗнпе? Унта çемьеллисем те, пӗчченнисем те хутшăнма пултараççӗ. Анчах вӗсен Тутарстанри çамрăксен политикине пурнăçлас ӗçре хастарлăх кăтартмалла.
ТР Раисӗ пулăшнипе конкурс 2012 çултанпах пырать. Пӗрремӗш çул социаллă ипотека программипе 12 хваттер çӗнсе илнӗ, çулран çул ку цифра ӳссе пынă. 2012 çул – 12 хваттер, 2014 – 2024 çулсем – 49-шар хваттер. 2012 çултанпа 489 çын хваттерлӗ пулнă.
Конкурса «Тутарстан Республикин Студентсен лиги» Çамрăксен регионти обществăлла организацийӗ ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствипе тата ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗпе ирттерет.
Ринат Садыков студентсен çемйисем çинче те чарăнса тăчӗ. ВУЗсенче ку енӗпе ӗçлемеççӗ мар. Уйрăмах мăшăрсем иккӗшӗ те студент пулсан çемьери лару-тăрăва çăмăллатма, пулăшма тăрăшаççӗ. Çамрăк мăшăрăн ача та пулсан вара... Хусанти патшалăх энергетика университетӗнче амăшӗпе ачин пӳлӗмне уçнă. Министр шанать, ку çӗнӗлӗхе ытти вӗренӳ заведенийӗсем те тӗслӗхе илӗç. Ринат Наильевич шухăшӗпе, ачаллă студент-мăшăрсен стипендине ӳстерни чăннипех пулăшу пулӗччӗ. Чылай чухне (уйрăмах сесси вăхăтӗнче) психолог пулăшăвӗ те кирлӗ. Ку тӗлӗшпе те ӗç пырать. Уйрăммăн йышăнса консультацисем ирттересси, тренингсем йӗркелесси – тӗрлӗ майсем шыраççӗ студентсен çемйисене çирӗплетме. Преподавательсемпе калаçусем ирттересси те планра пур.
Студентсен çемйине пулăшассипе программа йышăнас тӗлӗшпе министерствăн халь хӗрӳ ӗççи. Паллах, кайран кашни вуз (хăйӗн юхăмне кура) çак программăна хăйӗнчен те тӳпе кӗртӗ.
«Тутарстан Республикин Студентсен лиги» Çамрăксен регионти обществăлла организацийӗн Президенчӗ Шамиль Якупов 2025 çула палăртнă плансем çинчен каласа пачӗ, студентсем грантсем çӗнсе илнине те тулли кăмăлпа пӗлтерчӗ. Халӗ Хусанти кашни вузра медиа-центр ӗçлет, вӗсен хăйсен интереслӗ проекчӗсем пур. «Татмедиа» агентствăпа пӗрле ирттерекен «Ылтăн калем» конкурса хутшăнма чӗнчӗ вăл.
Январӗн 25-мӗшӗнче «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче «Çулталăк студенчӗ» конкурс 20-мӗш хут иртрӗ, ăна йӗркеленӗ çӗре те «Тутарстан Республикин Студентсен лиги» тӳпе кӗртнӗ. Мӗнле вӗренӳ заведенийӗ, мӗнле студент çак сумлă преми лауреачӗ пулма ӗмӗтленмӗ?!
Çуллен иртекен Транспорт грантне çӗнсе илме ăнтăлаканнисенчен чылайăшне ăннă кăçал. Кун çинчен «Тутарстан Республикин Студентсен лиги» Çамрăксен регионти обществăлла организацийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ Рамиль Багманов каласа пачӗ. Ку премие çитӗнӳре, обществăлла ӗçсенче çав тери пысăк çитӗнӳ тунă студентсем тивӗçеççӗ.
Тутарстанра студентсем валли иртекен мероприятисем январӗн 23–29-мӗшсенче, эрнипех, пычӗç.
В.Васильев («Татар-информ» ИА) сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев