Чăвашлăх юхăмӗн тӗрекӗ
Юрать-ха «Сувар» хаçат пур. Вырăнти çыравçăсен хайлавӗсемпе вăл паллаштарать. Чăвашлăх юхăмӗн хыпарӗсене те ун урлă пӗлсе тăратпăр. Питӗ лайăх хаçат. Ăна туптаса кăларакансене пысăк тав, питӗ опытлă журналистсем ӗçлени сисӗнет
Тутарстан Республикинчи чăваш писателӗсен союзӗ сахал мар çыравçа пӗрлештерсе тăрать. Вӗсенчен хăшӗ-пӗрисем Чăваш Республикикн профессилле писателӗсен ретӗнче тăраççӗ. Çак союзра тăракансем хăйсен укçипех саха мар кӗнеке кăлараççӗ. Çавна пула та кӗнекесен тиражӗ пӗчӗк, вӗсем халăх хушшинче питех саланаймаççӗ. Авторсем вӗсене хăйсен çывăх çыннисене, тăванӗсене парне валли кăна кăларнă пек туйăнать.
Манăн вырăнти çыравçăсен кӗнекисене вуласа хам енчен хак парас килет. Уйрăмах Валентина Тарават, Николай Сорокин, Евгений Турхан, Анатолий Хмыт, Николай Пильщиков, Николай Ларионов, Наталья Зотеева тата ыттисен кӗнекисемпе паллашас кăмăлăм пур. Анчах вӗсем ман пата çитеймеççӗ.
Анатолий Ырьят, Иван Актай, Иван Егоров, Валери Туктар, Владимир Левуков, Ирина Степанова кӗнекисем ман патра пур. Вӗсемпе эпӗ туслă çыхăну тытатăп. Хамăн кӗнекесене те вӗсем патне ярса паратăп.
Вӗсен кӗнекисенче хам çинчен хак пани те пур, хăшӗсем пичетре те тухрӗç. Манăн хамăн та çырнисем нумай, анчах та вӗсене эпӗ укçа çитменнипе пичетлейместӗп. Хам пенсирен кашни уйăхра кăштах катса хăварнă хыççăн пухăннисемпе кăна пителекелетӗп. Манăн таврапӗлӳ, темипе, публицистикăлла, илемлӗ литература кӗнекисем – пурӗ 15 тухрӗç. Пӗчӗк тиражпа пулнипе пит салатаймастăп, юлташсене парнесем паратăп. Юлташсем патне яма та укçа кирлӗ, унсăрăн почта йышăнмасть.
Юрать-ха «Сувар» хаçат пур. Вырăнти çыравçăсен хайлавӗсемпе вăл паллаштарать. Чăвашлăх юхăмӗн хыпарӗсене те ун урлă пӗлсе тăратпăр. Питӗ лайăх хаçат. Ăна туптаса кăларакансене пысăк тав, питӗ опытлă журналистсем ӗçлени сисӗнет.
«Тăван Атăл» журналта пичетеленисен те кăсăклансах вулатăп. Эпӗ пурӗ 6 пичет кăларăмӗ çырăнса илетӗп, вӗсенчен тăваттăшӗ чăвашла.
Эпӗ вăтам пӗлӳ иличченех пур предметсене те чăвашла вӗреннӗ. Çавăнпа сывлăх ватă енне кайнипе хавшарӗ пулсан та, хама телейлӗ çын тесе шутлатăп. Пирӗн хыçрисем вара шкулсенче вырăсла кăна вӗрентме тытăннине пула майӗпен тăван чӗлхерен ютшăнас енне туртăнма тытăнчӗç.
Тутарстемех çӳлтен вырăсла кăна вӗрентмелле текен хушăва пăхăнмарӗç, Вăтам пӗлӗве тăван чӗлхепех вӗренсе илчӗç. Эпӗ çакна 6 çул хушши тутар ялӗнчи шкулта ӗçлесе куртăм.
Виктор СИМАКОВ. Аксу районӗ, Вырăс Киремет ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев