Çитменлӗхсем пулсан та пӗлтерме май пур
Мӗнле продукци кирли пирки хуларисем хут çырса ярмаркăсенчи ятарлă ещӗксене яма пултараççӗ е «Хӗрӳ линие» шăнкăравласа пӗлтерме.
Ял-хуçалăх ярмаркисене хулара пурăнакансем кӗтсе кăна тăраççӗ, уйрăмах аслă ăру туртăнать вӗсене ирттерекен вырăнсене. Çынсем нумай кăсăкланнипе ТР Ял-хуçалăхпа продовольстви министерстви «Хӗрӳ телефон линийӗ» йркелесси пирки йышăну тунă.
Аса илтеретпӗр, сентябрӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа, кашни шăматкун республикăра пурăнакансем валлиял-хуçалăх ярмарккисем иртеççӗ. Унта аш-какай, кăлпассисем, сӗт, çу, çăмарта, тӗрлӗрен пахчаçимӗç, пыл, сахăр, çăнăх, кӗрпесем тата муниципаллă районсенчен илсе килнӗ ытти фермер продукцине йӳнерех хакпа туянма пулать.
Тӗрлӗ лаптăксенчи ассортиментăн хăйӗн уйрăмлăхӗ пур, ăна хулари районта пурăнакансем ыйтнипе йӗркеленӗ. Мӗнле продукци кирли пирки хуларисем хут çырса ярмаркăсенчи ятарлă ещӗксене яма пултараççӗ е «Хӗрӳ линие» шăнкăравласа пӗлтерме.
(843) 221-76-23, 221-76-24 телефонсемпе шăнкăравласа иртекен ярмаркăсен адресӗсене, продукцин ассортиментне пӗлме пулать, çавăн пекех сутуçăсен ӗçӗнче йăнăшсем е çитменлӗхсем пулсан та пӗлтерме май пур.
Тр Ял-хуçалăх минситерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев