Хусан чăрăшӗ пропискине улăштарать
Хусанта Çӗнӗ çул тӗп чăрăшӗ тата пăр хули кăçал хăйӗн пропискине улăштарать, хальхинче вăл Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремӗнчен каять.
Хусанта Çӗнӗ çул тӗп чăрăшӗ тата пăр хули кăçал яланхи пек Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче мар, «Казан» çемье центрӗ умӗнче пулать. Кун çинчен паян хула мэрийӗн ӗçлӗ тунтикунӗнче пӗлтернӗ. «Парксенче хӗлле» Çӗнӗ çул программи кăçал та чылай маларах пуçланать. Хусансем ăна декабрӗн 20-мӗшӗнчен курма тытăнӗç. Çак проектпа килӗшӳллӗн, пӗтӗмпе 250 мероприяти ирттерме планлаççӗ. Çапла вара Çӗнӗ çула хусансем тата унăн хăнисем «Казан» çемье центрӗ умӗнче тата «Хура кӳлӗ» паркра кӗтсе илме пултараççӗ. Çӗнӗ çул мероприятийӗсем иртекен тепӗр вырăн Хусанта Горкипе Ометьево вăрманӗ пулать. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев