Çӗнӗ машинасене сутасси Раççейре 63 процента чакнă
Европăри бизнес ассоциацийӗн хыпарӗ тăрăх, март уйăхӗнче Раççей рынокӗнче çӗнӗ автомобильсене, 2021 çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан, 63% сахалтарах сутнă. Пӗрерӗн шутласан ку пурӗ 55 129 машина.
«АвтоВАЗ» сутлăхӗ 64%, Kia - 68%, Hyundai - 68%, Renault - 65%, Toyota - 69%, Nissan - 53%, Volkswagen - 74% чакнă. Пурӗ пӗрремӗш кварталта çӗнӗ машинасене сутасси 28 процента чакнă.
Кăçалхи виçӗ уйăх хушшинче чи сутăнакан машинасем çаксем пулнă: Kia Rio, Lada Vesta, Lada Granta, Hyundai Solaris и Hyundai Creta.
Март уйăхӗнче пӗрремӗш вырăна Lada Granta тухнă, иккӗмӗш вырăнта - Lada Vesta, виççӗмӗшӗнче - Kia Rio, тăваттăмӗшӗнче - Lada Niva, пиллӗкмӗшӗнче - Hyundai Solaris.
Хаксем сиккипе кайнине пула Китай производителӗсем те март пуçламăшӗнче хăйсен машинисен хакӗсене 50 процента çӗкленӗччӗ. Анчах та хальхи вăхăтра салонсенче «Черрисене» пысăк скидкăпа сутаççӗ. Доллар хакӗ чакнă. Анчах та лăпланман. Кирек хăш валютăна та, вырăсла каласан, стабильность кирлӗ. Çакă çеç пасарти хаксене çирӗплетме май парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев