Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖПРЕЛ ПИКИ – АСЛĂ АКСУ ХӖРӖ АЛИСА ИСКЕНДЕРОВА

Ку конкурс илем ăмăртăвӗ çеç мар, вăл çамрăксене чăваш культури, тăван чӗлхе патне çул уçса парать, интересленме илӗртет

Иртнӗ шăматкун, апрелӗн 8-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнче чи илемлӗ те пултаруллă чăваш пикине суйларӗç. Мероприяти Кивӗ Çӗпрелӗнчи Культура çуртӗнче 11-мӗш хутчен иртрӗ. 

– Тутарстанра «Чăваш пики» конкурса ирттерме пуçланăран эпир ăна пӗрре те хăварман. Çынсене те килӗшет ку мероприяти. Вăл тăван чӗлхене, йăла-йӗркесемпе культурăна упраса хăварма, малалла аталантарма пулăшать, – терӗ район пуçлăхӗн çумӗ, Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Алексей Ярухин. 

Çӗпрел район командине тӗслӗхе лартма пулать. «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тесен малтанласа район тапхăрӗ иртмелле, çӗнтерӳçи вара Хусанти финала килет. Шел те, пурте çак йӗркене тытса пымаççӗ, пӗр-пӗр хӗре хатӗрлесе янипех çырлахаççӗ. Паллах, ку конкурсанткăн хатӗрленӳ шайне те витӗм кӳрет. Район тапхăрне иртнисем хăйсене шанчăклăрах тытаççӗ. 

«Мана пӗрре мар каллех çӗпрелсем çӗнтерчӗç тесе пырса каланă. Вăл ман тăван район пулнипе те çапла калаççӗ пуль-ха. Анчах конкурса хутшăнакансене эпӗ объективлă пăхатăп. Хусана конкурсчен пӗр эрне маларах килеççӗ хӗрсем. Эпӗ вӗсемпе ир пуçласа çӗрлеччен. Çак хушăра кашнине çывăх пӗлсе çитетӗп, пурте хам хӗр пек, кашни маншăн хаклă. Çавăнпа критика объективлă мар. Тата çӗпрелсем пек район тапхăрне ирттерекеннисем сахал. Аксу районӗ ирттерчӗ кăçал, элметсем ӗлӗкрех ирттеретчӗç, Павлăра та пулнă. Паллах, район конкурсӗ урлă иртнисем самай вăйлăрах, конкурентлăрах. Çӗпрел конкурсӗ вара чăннипех мана кашнинче çӳллӗ шайӗпе тӗлӗнтерет, республикăринчен пӗрре те кая мар ирттереççӗ, парнесем енчен те конкурса район пуçлăхӗсем хисеплесе вырăна хуни курăнать. Пысăк тав калас  килет  район пуçлăхне Марат Гафарова, ЧНКЦ председательне Алексей Ярухина, районти культура уйрăмӗн пуçлăхӗн Зульфат Сагдеевăн туслă командине. Питӗ пысăк ӗç туса пыраççӗ вӗсем. Конкурс вӗт вăл илем ăмăртăвӗ çеç мар, вăл çамрăксене чăваш культури, тăван чӗлхе патне çул уçса парать, интересленме илӗртет. Акă мӗнпе вăл хаклă», – терӗ «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина.   

Кăçалхи конкурса 10 чăваш ялӗн хӗрӗ хутшăннă, пӗринчен тепри маттуртарах, хӳхӗмрех те пултаруллăрах. Алина Годунова Чăваш Çӗпрелӗнчен, Ксения Макарова Хурăнвар Шăхалӗнчен, Агата Маркова Кивӗ Çӗпрелӗнчи отрасльсен технологийӗсен техникумӗн студенчӗ, Мария Григорьева Алешкин Саплăк ялӗнчен, Юлия Чернова Кивӗ Упирен, Жанна Сурская Матакран, Виктория Еремеева Хулаçырминчен, Арина Токмакова Кивӗ Чакăран, Алиса Искендерова Аслă Аксуран, София Утеева Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен. Вунă пике – вунă тӗрлӗ пултарулăх, талант. Пӗтӗмпе виçӗ тӗрлӗ тӗрӗслев иртме тиврӗ вӗсен: хăйсемпе паллаштарасси, творчествăлла пултарулăха кăтартасси, чăваш апат-çимӗçне пӗçерсе килесси, унсăр пуçне апат  çинчен интереслӗ каласа пама та пӗлмелле. Хуплу, сăра, тӗрлӗ кукăль, чăкăт тата ытти çимӗçпе часах жюри сӗтелӗ тулса та ларчӗ. 

Жюри конкурсанткăсене хăйсене сцена çинче мӗнле тыткаланине, хусканусен эстетикине, чăваш тумтирӗн хитрелӗхне уçса панине, юрлас-ташлас пултарулăха, чăвашла илемлӗ калаçнине, паллах, пӗтӗмӗшле çи-пуçа, хитрелӗхе кура хаклать. Критерисем нумай. 

Пикесем сцена çине тухмассерен залра ларакансем вӗсене тăвăллăн алă çупса кӗтсе илчӗç, хавхалантарчӗç. Ашшӗ-амăшӗ, тăванӗсемпе савнийӗсем таранччен залра пуçтарăннă. Çак кун вӗсем те самай пăшăрханса ларчӗç пулмалла. Ара, кашнишӗн хăйӗн тӗпренчӗкӗ хаклăрах та илемлӗрех, пултаруллăрах-çке. 

Жюри ку енӗпе кашнине пӗр шайра йышăнса объективлă пӗтӗмлетӳ тăвать. Сăмах май, кăçал жюри йышӗнче район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Зульфат Сагдеев, «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи, ЧНКА çумӗнчи Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина, «Тутарстан Чăваш пики – 2021», «Вице-Раççей Чăваш пики – 2022» Алия Карусева тата эпӗ хакларăмăр. 

Конкурса хӗрсем тӗплӗ хатӗрленнӗ, кашни тӗрӗслеве хăйне уйрăм çи-пуçпа тухрӗç, творчествăлла номерӗсене те хатӗрленсе çитернӗ. Ташларӗç те, юрларӗç те, сăвă та каларӗç. 

Хӗрсем сцена çине тухма хатӗрленнӗ вăхăтра, унтан жюри конкурса пӗтӗмлетме кайсан куракансене чăваш эстрада çăлтăрӗ Андрей Думилин савăнтарчӗ. Пултаруллă юрăçа çынсем хапăл туса йышăнчӗç. Мероприятие ертсе пыракансем вара районти культура уйрăмӗн ӗçченӗсем Вячеслав Васильевпа Ольга Портнова пулчӗç. 

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе кашни пике вăл е ку пултарулăха кура уйрăм номинацие тивӗçрӗ: Алина Годунова – «Сапăр пике», Арина Токмакова –

«Хӳхӗм пике», Агата Маркова – «Ăс-хакăл пике», чи тутлă апат пӗçерекен Юлия Чернова – 

«Тараватлă пике», «Нарспи» поэмăна тӗлӗнмелле аван вуланă София Утеева – «Илӗртӳллӗ пике», черченкӗ Ксения Макарова – «Çепӗç пике», сăн-питрен, хăйне тыткалас енӗпе хӳхӗм Виктория Еремеева – «Илем пике», интернет сасăлавра пуринчен нумай сасă пуçтарнă Алиса Искендерова – «Интернет пике» пулчӗç. 

Кашни пике номинацие тивӗçнипе çӗнтерӳçӗ кам пуласси залра ларакансене уйрăмах хумхантарчӗ пулӗ. Кӗтнӗ самант тинех çитрӗ. Мероприяти ертӳçисем жюрие сцена çине чӗнсе кăларчӗç. Вӗсен  йышăнăвӗпе Алиса Искендерова тӗп титула – «Çӗпрел Чăваш пики – 2023» ята тивӗçрӗ. Мария Григорьева 2-мӗш вырăна йышăнса «Маттур пике», Жанна Сурская 3-мӗш пулса «Сарпике» номинацисен çӗнтерӳçисем пулса тăчӗç.   

Кашни пикене район администрацийӗ хаклă парнесем, дипломсем парса чысларӗ. Юлашкинчен Сильвия Чаркина «Тутарстан Чăваш пики» конкурса хатӗрлекенсене пурне те ТР ЧНКА председателӗн Тав çырăвӗсене пачӗ. 

Алиса Искендеровашăн вара конкурс вӗçленмест-ха, район чысне вăл апрелӗн 21-мӗшӗнче Хусанта иртекен республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев