Çӗпрел районӗ 4-мӗш кун коронавирус сводкинче çук
Таçтан килсе çакланнă кронавирус чакма шутламасть. Тутарстанра паян тепӗр 83 çынра тупнă. Тата тепӗр çын (1938-мӗш çулхи) çак чиртен вилни паллă пулчӗ. Çапла вара коронавирус республикăра 5 çыннăн пурнăçне татрӗ.
Вăт тӗнче, интереслӗ саманара пурăнатпăр, фронтринчен кая мар. Мина уйӗ тăрăх пынă пекех туйăнать тепӗр чух. Коронавируса çаклатас кăна мар тетпӗр вӗт ăшра. Пирӗн, журналистсен, Левитан евӗр кашни кунхи сводкăпа паллаштарма тивет. 1945 çулхи май уйăхӗн 9-мӗшӗнчи пек хăçан эпир те COVID-19 çӗнтертӗмӗр тесе халăха савăнтарăпăр-ши?
Паянхи статистика çапларах: чирленисенчен ытларахăшӗ 30-50, 50-60 çулсенчисем. Географи тӗлӗшӗнчен, яланхи пекех Хусан малта (42-ӗн чирленӗ), унтан Çырчалли (11-ӗн). Чăвашсем пурăнакан районсенчен: Пăва – 2, Çӳлту-4, Лайăш-5,Нурлат, Лениногорск, Чистай, Анат Кама, Павлă, Аксу – 1-ер. Маларах сехрене хăпартнă Çӗпрел районӗ акă ӗнтӗ 4-мӗш кун коронавирус сводкинче çук. Шел те, лăпланма иртерех, чир чакмасть, Раççейре пӗр талăкра тепӗр 10699 çын чирленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев