Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çухалнă аннене паян тупнă

Çамрăк хӗрарăма аякри хире килсе пăрахма пултарнă...

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче пурăннă 3 ача амăшӗ Светлана Геннадьевна ПАВЛОВА августăн 22-мӗшӗнче хыпарсăр çухални пирки пӗлтернӗччӗ. Ялти ача садӗнче ӗçленӗ, хальхи вăхăтра декрет отпускӗнче пулнă çамрăк аннене полици, ял çыннисем шырав тӳрех йӗркелесе çывăхри хирсене, çырма-çатрасене, вăрман йăрăмӗсене пăхса тухнă, анчах та тупайман.

Шанчăклă çăлкуçран паллă пулнă тăрăх, Светлана Павлован виллине паян (сентябрӗн 3-мӗшӗнче) кăнтăрла тӗлӗнче Çӗнӗ Упипе Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Çӗнӗ Улхаш чиккинчи хӗвел çаврăнăш хирӗнче тупнă. Ăна пуçӗпе ӗнси тӗлӗнчен машина таптаса лапчăтни паллă. Çамрăк хӗрарăм ӳтне аякри хире килсе пăрахма пултарнă текен верси те пур. Хăрушă инкек пулнă-и вăл, е вӗлерӳ – хальлӗхе паллă мар. Кăна экспертиза палăртӗ. Хальхи вăхăтра çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия