Çурхи шывсем Пăва районӗнчи икӗ кӗпер çийнчен юхаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çурхи шывсем Пăва районӗнчи икӗ кӗпер çийнчен юхаççӗ

Сӗве сарăлнине пула ун урлă выртакан икӗ аял кӗпер шыв айне пулнă. Ку вăл Хăят тата Черки-Кильдурас ялӗсем патӗнче тесе пӗлтерет Раççей МЧС-ӗн Тутарстан Республикинчи Управленийӗн пресс-служби.

Хальлӗхе шыв ытла алхасмасть-ха. Хăят кӗперӗ çийӗн вăл 10 сантиметр çӳллӗшре юхать. Экономика тата социаллă сфера объекчӗсем шыв айне юлас хăрушлăх çук, халăха эвакуацилени те кирлӗ мар, тесе пӗлтернӗ ведомствора.

Черки-Кильдурас кӗперӗ çийнчен юхакан шыв сийӗ 5 сантиметр. Ку яла кӗмелли урăх çылсем те пур. Шыв сарăлас зонăна çак ял кӗмест.  


Нет комментариев