Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ДОКУМЕНТСЕНЕ – ЭЛЕКТРОНЛĂ МАЙПА

Кирлӗ хутсене суда МФЦ пулăшнипе те яма пулать

РФ Правительствин 2022 çулхи августăн 19-мӗшӗнче тухнă 1457-мӗш номерлӗ Постановленийӗпе килӗшӳллӗн Патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивӗçтерекен нумай функциллӗ центрсен (МФЦ) ӗçне йӗркелессин правилисене улшăнусем кӗртнӗ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн, МФЦ заявительсене суда электронлă майпа документсем пама тата судран кирлӗ документсене илме Раççей Федерацийӗн «Правосудие» патшалăхăн автоматизациленӗ системи (ПАС) урлă тӳлевсӗрех май туса парать.

 

«Правосудие» ПАС – РФ Аслă сучӗ çумӗнчи Суд департаменчӗн системипе пӗтӗмӗшле юрисдикци сучӗсен пӗрлехи информаци уçлăхӗ. Суда документсене элект­ронлă майпа пама май паракан «Электронное правосудие» сервис шăпах унта кӗрет те. 

«Электронное правосудие» сервиспа Патшалăх услугисен (Гос­услуги) порталӗнче çирӗплетнӗ учет записӗ пур е УКЭП (вăйлатнă электронлă майпа цифрăлла алă пусни) пур çынсем усă курма пултараççӗ. 

Нумай функциллӗ центрсем пулăшнипе документсене суда электронлă майпа РФ Аслă сучӗ çумӗнчи Суд департаменчӗн 2016 çулхи декабрӗн 27-мӗшӗнче тухнă 251-мӗш номерлӗ приказӗпе çирӗп­летнӗ электронлă документ формипе пама пулать. Суда памалли документсене заявителӗн маларах хатӗрлесе хумалла. Енчен те документсен электронлă варианчӗ çук-тăк, МФЦ ӗçченӗ хут документсене сканерласа электронлă вариантне тăвать. 

Çак услугăна панă чухне МФЦ ӗçченӗсем граждансене ку тӗлӗшпе  консультаци парса пулăшаççӗ: 

• «Электронное правосудие» сервисра харпăр кабинет йӗркелеме;

• харпăр кабинетри «Подать обращение» уйрăмра кирлӗ опцисене суйласа илме;

• суда яракан документсен файлӗсене загрузка тума;

• документсем судăн информаци системине çитни пирки калакан уведомление хут çине пичетлеме.

Патшалăх пошлинин калăпăшӗ мӗн чухлӗ пулмаллине гражданин обращени янă чух «Рассчитать гос­пошлину» функционал пулăшнипе тӳрех курать. 

Заявитель тепре пырсан МФЦ ӗçченӗсем ăна судран килнӗ документсене пичетлесе параççӗ. 

Асăрхаттару: МФЦ ӗçченӗсем суда яракан документсен тытăмӗ пирки юрист консультацийӗ памаççӗ. 

Енчен те суд электронлă майпа тăратнă документсен оригиналне ыйтать пулсан, граждансем мӗн ыйтнине хăйсем тӗллӗнех суда илсе пырса (çав шутра почта çыхăнăвӗ урлă та) памалла. 

 

Светлана СМИРНОВА,

Нурлат район сучӗн тӗп специалисчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев