Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Документсене ярса пама пулăшакан электронлă сервис хута кайнă

РФ Цифра аталанăвӗн министерстви Патшалăх услугисен мобильлӗ приложенийӗнче çӗнӗ «Поделиться документом» электронлă сервиса хута янă. Вăл пулăшнипе документсен даннăйӗсене хамăра е ытти çынсене смс-сообщени, электронлă почта, мессенджерсем, заметкăсем урлă ярса пама пулать. Кун валли «Личные документы» пайри çак документсен реквизичӗсене илме пулать:

– РФ паспорчӗ.

– СНИЛС.

– ИНН.

– Свидетельствăсем (çуралнă хут, ашшӗ пулнине çирӗплетни, ята улăштарни).

– Ют çӗршыв паспорчӗ.

– Çар билечӗ.

– Адрессем (яланхи е вăхăтлăх прописка, ялан пурăнакан).

 Документсене ярса парас тесен:

1. «Госуслуги» мобильлӗ приложение кӗмелле.

2. «Документы» пая куçса «Личные документы» суйламалла.

3. Хăвăра кăмăла каякан меле суйламалла (паллисем сылтăмра çӳлти кӗтесре), пӗрне суйласа темӗнччен пусса тăмалла е ячейкăна куçармалла.

Документа пӗтӗмпех е пӗр пайне кăна та суйлама пулать. 

Патшалăх услугисен мобильлӗ приложенийӗпе усă куракансене çӗнӗ сервис вăхăта перекетлеме пулăшнисӗр пуçне тимлӗрех пулма та хистет. Апла-тăк телефона ăçта кирлӗ унта пăрахса хăварасран сыхланмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации