Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эпир пӗр уйӑхран мӗнле ҫанталӑк пулассине те калаймастпӑр

Ҫанталӑк ӗлӗкхи пек пуласса кӗтни кӑлӑхах-тӑр

Ҫуркунне Тутарстана иртерех килме тата ӑшӑрах пулма пултарать. Атлантикӑн ӑшӑ сывлӑш ҫулӗсем республикӑна сивве кӗртмеҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен географи наукисен докторӗ, Хусан федераллӑ университетри метеорологи, климатологи тата атмосфера экологийӗн кафедрин заведующийӗ Юрий Переведенцев пӗлтернӗ. 

Ученӑй палӑртнӑ тӑрӑх юлашки уйӑхсенче республика тӑтӑшах Атлантикӑран килекен ӑшӑ сывлӑш массисен витӗмӗнче пулнӑ. Ҫакӑ ҫурхи тапхӑрта тепре пулса иртме пултарать.
"Кӑҫал Арктика вӑранаймарӗ те. Яланхилле вӑл пирӗн енне сивӗсем яраканччӗ. Ҫавӑнпа та ҫуркунне ӑшӑрах пуласса, иртерех килессе шанӑҫ пысӑк",– ӑнлантарнӑ Переведенцев.
Ҫавӑн пекех вӑл ӑнлантарнӑ – Атлантика сывлӑшӗ пирӗн пата ӑшша хӗл вӑхӑтӗнче илсе килет. Ҫулла ҫак процесс тӳнтерле ӗҫлет. Ҫавӑнпа ӑшӑ сезонӗ Тутарстанра пуласси иккӗленӳллӗ пулма пултарать.
"Ҫулла типӗ кунсем, антициклон кирлӗ. Атлантика вара пире пӗрин хыҫҫӑн тепӗр циклонсем ярса тӑрать. Иртнӗ ҫулла шӑпах ҫапла пулнӑччӗ те", – пӗтӗмлетнӗ метеоролог.

"Татар-информ" сӑнӳкерчӗкӗсем 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чӑваш