Эпир пултартăмăр!
Июнӗн 12 — 23-мӗшӗсенче Хусан каллех тӗнче тимлӗхӗнче тăчӗ, кунта мультиспортпа БРИКС вăййисем иртрӗç. Кун пек анлă форматпа вăл хальччен ниçта та пулман-ха. 82 çӗршывăн 2852 спортсменӗ 27 спорт тӗсӗнче тупăшрӗ. «Çур çулта Игры Будущего, БРИКС Вăййисем пек пысăк икӗ проекта Хусан кăна ирттереет пуль. Пирӗн вăйлă команда, лайăх спорт инфраструктури. 11 çул каялла пулнă Универсиадăн çитӗнӗвне тепӗр хут тума пултартăмăр», — хăпартланса пӗтӗмлетрӗ БРИКС Вăййисене ТР Спорт министрӗ Владимир Леонов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире.
Министр хăйӗн сăмахне чăн малтан мероприятие хатӗрлесе ирттернӗ командăпа партнерсене, ТР Раисне Р.Минниханова, Хусан мэрне И.Метшина, Тутарстан Правительствине, федераллă центра, РФ Спорт комитетне, ТР Строительство, архитектурăпа ÇКХ министерствине тата ыттисене тав тунинчен пуçларӗ. Çур çулта тӗнче шайӗнчи икӗ спорт мероприятине ирттересси вăл чăнах та калама çук пысăк ӗç кăна мар яваплăх та. Хусан ăна тивӗçлӗн пурнăçларӗ. «Çак мероприятисем хыççăн çирӗппӗнех калама пултаратпăр — эпир пурнăçлайман задача çук. ТР Раисӗ Рустам Нургалиевич БРИКС Вăййисене Сабантуй уявӗнче хупнă май Тутарстан çӗнӗ задачăсем кӗтнине каларӗ», — терӗ вăл мероприяти питӗ ăнăçлă иртнине палăртса.
Тӗрӗссипе, БРИКС Вăййисем Хусанта тата анлă форматпа (БРИКСа кӗмен çӗршывсене хутшăнтарса) ирттерме пӗлтӗр ЮАРта БРИКС саммитӗнче çӗршывсен спорт министрӗсем тӗл пулсан кăна йышăннă-ха. Хатӗрленме хусансен пурӗ те çулталăк кăна вăхăчӗ пулнă. Малтан — 12, унтан — 30, кайран 27 спорт тӗсӗпе ирттерме палăртнă. БРИКС Вăййисем проектăн рекорчӗ ку. «Спорт тӗсӗн ăмăртăвне хăш-хăш объектсенче ирттересси çăмăл ыйту мар, телее пирӗн спорт инфраструктури лайăх. Ăмăртусене пӗтӗмпе 18 спорт объектӗнче (2-шӗ кăна Мускавра) ирттертӗмӗр. Кӗске вăхăт хушшинче объектсене хатӗрлесе ӗлкӗртӗмӗр», — терӗ министр спорт мероприятийӗн йӗркелӳ ӗçӗсемпе паллаштарса.
Малтан БРИКС Вăййисене 20 яхăн çӗршыв хутшăнма кăмăл тунă-тăк, кайран вӗсен шучӗ 82 çитнӗ. Пӗтӗмпе 5 пин ытла çын — спортсменсем, хаклă хăнасем, волонтерсем — хутшăннă. Кун пек мультиспорт мероприятийӗ Хусанта 11 çул каялла иртнӗччӗ. БРИКС Вăййисен формачӗ Универсиадăннипе пӗрешкел. Çавăнпа хусансен ăна йӗркелесе ирттерессипе опычӗ пур. Тепӗр БРИКС Вăййисене Бразилире ирттересси паллă. Хусан хыççăн çак шайрах ирттерме йывăррине халех пӗлтернӗ вӗсем, çавăнпа Хусан пулăшма хатӗр.
Спортсменсен географийӗ чăнах та анлă. Медальсем енӗпе ыйтусем пулман мар-ха. Раççей команди çӗнтерни килӗшменнисем те тупăннă. Çавах та В Леонов ку ыйтăва та уçăмлатрӗ: «Раççей сборнăйӗ чăнах та вăйлипе çыхăннă ку, вӗсемпе тупăшма йывăр. Тепӗр уйăхран Парижра Олимпиада иртнипе ытти çӗршывсен вăйлă спортсменӗсем хутшăнаймарӗç. Çавăнпа эпир БРИКС Вăййисене килнисене пурне те тав тăватпăр, вăйлă командăсене пухайрăмăр. 38 çӗршывăн спортсменӗсем медальсене тивӗçрӗç. Ку та япăх мар кăтарту», — терӗ министр.
Раççей сборнăйне кӗнӗ Тутарстан спортсменӗсене илес пулсан, вӗсемпе те мăнаçланнине каларӗ спикер, ентешсемшӗн БРИКС Вăййисенче кăна мар, Раççей сборнăйӗнче те конкуренци пысăккине пăхмасăр вӗсем 38 ылтăн, 14 кӗмӗл тата 6 бронза медаль çӗнсе илнӗ.
В.Леонов мероприятин партнерӗсемпе МАТЧ ТВ тата VK Видеопа пӗрремӗш хут çапла ăнăçлă ӗçленине каласа хăварчӗ. БРИКС Вăййисемпе пӗр вăхăтрах Футболпа Европа чемпионачӗ иртсен те Хусанти ăмăртусене 20 миллион ытла çын телевиденипе, унран та ытларах интернетра пăхнă. Ку та лайăх кăтарту. БРИКС Вăййисене Раççей тата ют çӗршывсенчи 700 ытла массăлла хыпар хатӗрӗ çутатнă. Телее, пӗр япăх хыпар та çырман вӗсем, пачах урăхла Хусан сервисӗн, объекчӗсен шайне, аккредитаци центрӗн тата ыттин ӗçне Олимп вăййисен шайӗпе таннине палăртнă.
«Спорт тата социаллă проектсен» АНО ертӳçи Максим Денисов вара хăрушсăрлăх службисен ӗçне пысăк хак пачӗ. Вӗсем тăрăшнипе БРИКС Вăййисен вăхăтӗнче пӗр инкек те пулман. Самолетсене вăхăт-вăхăтпа вӗçме чарса тăни те спорт ăмăртăвӗсем çине витӗм парайман. Транспорт çав тери лайăх ӗçленӗ. Медицина ӗçченӗсен вара самай тар тăкма тивнӗ. Ăмăртусем 30 градуслă шăрăх кунсенче пынăран куллен 60-70-шер çын пулăшу ыйтса пынă. Хăйсен тивӗçне медицина служби яланхи пек лайăх пурнăçланă. Пӗр ăмăртура та трибунăсем пушă пулманнине те асăнчӗ спикер. Пӗтӗмӗшле билетсенчен 70 проценчӗ сутăннă, ытти вырăнсене йыхрав билечӗсемпе шкул ачисем, студентсем, лагерьсенче канакансем тата СВОри салтаксен ачисем йыхрав хучӗсемпе йышăннă.
БРИКС Вăййисем иртсен те йӗркелӳçӗсен канма вăхăт çук, умра çулталăкăн тепӗр чи пысăк мероприятийӗ — БРИКС çӗршывӗсен саммичӗ. Çавăнпа хатӗрлев, тӗпрен илсен строительствăпа юсав ӗçӗсем, малалла пыраççӗ-ха. Кӗркуннеччен тата нумай тумалла пулин те ТР строительство, архитектурăпа ÇКХ министрӗн çумӗ Алексей Фролов графикран пăрăнманнине, палăртнă ӗçсене пурне те кӗркуннеччен вӗçлеме шантарчӗ. (Салават Камалетдинов «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев