Эрнелӗх гороскоп 14.08 – 20.08
ТАКА 21.III-20.IV Питӗ пӗлтерӗшлӗ йышăну тăвас умӗн эрнене лăпкăн ирттерме тăрăшăр. Сирӗн халь васкамасăр «çиччӗ виçсе пӗрре касмалла». Теветкелленессинчен тытăнса тăрăр, иккӗлентерекен çынсемпе ан çыхланăр.Çемьепе ытларах пулмалла.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Ӗç пӗтӗм вăхăтăра тытса илет. Çак кунсенче ывăна пӗлмесӗр ӗçленипе пурнăçланассăн туйăнман ӗмӗтӗрсем те кун кураççӗ. Çемйӗр сире ӗç патне ан кӗвӗçтӗр тесен куллен çывăх çыннăрсене кăшт та пулин тимлӗх уйăрмалла. Канмалли кунсене юратнă çыннăрсемпе ирттерӗр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Профессире чи маттуррисенчен пӗри пулатăр, карьера пусмипе çăмăллăнах улăхни тӗллевӗрсем патне хăвăрт çитме май парать. Анчах тавçăруллă, ӗçлӗ пулни малашлăхшăн çирӗп никӗс хывма пулăшнине асра тытăр. Ерçӳ тупăнсанах вăхăтăра çемйӗрпе ирттерӗр.
РАК 22.VI-22.VII
Шутланисене тӳрех пурнăçлама май килмест, пӗлсех тăрăр. Анчах кун пирки кулянмалла мар, хальхи йывăрлăхсем вăхăтлăх. Çакăн хыççăн эсир вăйлăрах, опытлăрах пулатăр, ăнăçăвӗ те кӗттермӗ – çитӗнӳ пулатех. Канăва çулçӳревре ирттерӗр. Ку сирӗн тавракурăма анлăлатӗ, туйăмсене çивӗчлетӗ.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Çав тери ырă тапхăр пырать сирӗн. Çак кунсене пӗр хăвăршăн çеç пурăнăр: юрлăр-ташлăр, хăнана çӳрӗр, юлташăрсене тараватлăн йышăнăр. Юратнă çынпа кăшт пăтăрмахсем сиксе тухаççӗ, анчах хӗрӳленсе хутшăнусене татмалла мар, ӳкӗнмелле пулӗ.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Кулленхи ӗçсене тунă чух творчество çинчен аса илмелле, тӳрех кăсăклăхрах, хаваслăрах пулать. Сирӗнтен хăшӗсем профессие улăштараççӗ, пач урăх сферăра ӗçлеме пуçлаççӗ. Кану çинчен ан манăр. Уçă сывлăшра спортпа аппаланни кăмăлăра уçӗ, хул-çурăмăра пиçӗхтерӗ.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Çак кунсенче сирӗн пуринчен чипер, маттур пулмалла, мӗншӗн тесен эрнипех çын хӗвӗшекен çӗрте ӗçлеме тивет. Çакă самай хала илет, çавăнпа канса вăй пухма вăхăт тупмаллах. Халь эсир яваплă, пуçаруллă, хастар тата, паллах, ӗçӗрте компетентлă пулни умра çутă малашлăх уçать, интереслӗ сӗнӳсем пулаççӗ. Канмалли кунсем çывхарнă май кил-çурт ыйтăвӗсене те татса пама вăхăт тупайăр.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Сирӗн ӗçӗрсене, яваплăхăра тинех тивӗçлипе хаклаççӗ, анчах çакăншăн савăнса чуна йӳле ямалла мар. Пултараканран тата çирӗпрех ыйтаççӗ, яваплăрах пулма хистеççӗ. Харкам хутшăнусенче йăлт аван, пӗчченнисем çак кунсенче пулас савнийӗсемпе паллашаççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Харкам пурнăçăр çине ытларах тимлӗх уйăрмалла. Килӗрте, çемйӗрте ырă хутшăнусене çирӗплетмелле. Ӗçре кулленхи тивӗçсене пурнăçламалла. Тен, ку интереслех мар сире, анчах вӗсене тумаллах, çитменнине, ытлашши вăй хума кирлӗ мар.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Таврари çынсенчен пит çирӗп ыйтмалла мар, вӗсем çинчен пит япăх ан шутлăр. Çак кунсенче никампа та вăй виçмесен лайăхрах пулӗ, ӗçтешсемпе туслăн пӗрле ӗçленине ним те çитмест. Ку тапхăрта эсир шутланисем пурнăçлансах пыраççӗ, çавăнпа çăлтăрсем сире ӗмӗтленме, ума тӗллевсем лартма хушаççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Халь сирӗн ӗçе питӗ тимлемелле, умăрта пысăк шанăç курăнать, вӗçертмелле мар ăна. Ӗç тунă чух питӗ яваплă пулăр, вак-тӗвеке уйрăмах пысăк тимӗх уйăрăр. Эсир тунă пӗчӗк йăнăша та конкурентсем сире хирӗç усă курӗç. Канăва культура учрежденийӗсенче ирттерӗр – куравра, кинора, театрта...
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Пурнăçăр çине пач урăх куçпа пăхăр-ха: çынсемпе хутшăнусем мӗнле, таçта айккинче пулса иртекен лару-тăру сирӗн çине мӗнле витӗм кӳрет. Енчен те мӗн те пулин кăмăлăра пăсать-тӗк, улăштарма, «юсама» тытăнăр. Пурнăçăра интереслӗрех тума тăрăшăр, пурнăç тутине туйма пуçлăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев