Габишевăри культура ӗçченӗсене фешн-конкурсра никам та çитеймен
Лайăш районӗн Культура çуртӗнче «Этномода – 2021» пӗрремӗш фешн-конкурс иртрӗ. Габишево ялӗнчи Культурăпа спорт центрӗ унта питӗ хастар хутшăнчӗ. Габишевăсем сцена çине виçӗ хутчен тухса чăваш тумне кăтартрӗç.
Малтан маттур пикесем авалхи чăваш тумне, унтан хальхи стильпе çӗленисене кăтартрӗç. Унтан маттур шăпăрлансем чăваш халăхӗн ача-пăча тумне тăхăнса сцена çине тухрӗç.
Тум кăтартас конкурс питӗ пуян, интереслӗ иртрӗ. Атăл тăрăхӗнче пурăнакан ытти халăхсен тумӗсемпе сцена çине тухакансем çине пăхма та питӗ кăсăклă пулчӗ. Çапах та габишевăсене çитекен пулмарӗ ку ăмăртура – вӗсем хисеплӗ 1-мӗш вырăна тивӗçрӗç. Саламлатпăр!
Майпа усă курса Лайăш районӗнчи Габишевăри Культурăпа спорт центрӗнче ӗçлекенсем ТР ЧНКА Канашӗн председательне Дмитрий Анатольевич Самаренкина чăваш халăх тумӗсем парнеленӗшӗн чӗререн тав тăваççӗ. Çак тумсемпе вӗсем кашни тематикăлла мероприятирех усă кураççӗ, чăваш культурине районта кăна мар, республикăра та, ытти регионсенче те тивӗçлипе кăтартаççӗ.
Елена МАКАРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев