Япаласем пуçтаракан пункт ялăн Культура çуртӗнче вырнаçнă
Аксу районӗнчи Чăваш Енрусъелӗнче пурăнакансем çак ялтан тулли мар мобилизаципе çар ретне тăнă резервистсене валли кирлӗ япаласем пуçтарнă çӗре хутшăннă.
Енрусъел çамрăкӗсем волонтерсен ушкăнне йӗркелесе ӗçе кӳлӗннӗ. Вӗсем кӗске вăхăтра кирлӗ укçана пухса çитернӗ те фронтра кирлӗ япаласемпе рюкзаксене тултарма тытăннă. Ялти аслă çулти çынсем те пӗрлехи ыркăмăллăх ӗçӗнчен айккинче тăрса юлман. Вӗсем салтаксене валли ăшă нускисемпе алсишсем çыхса панă. Фронта валли пулăшу кирек кам та кӳме пултарать.
Ялăн шухă çамрăкӗсем салтак кутамккисене ӗнтӗ леçсе те панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев