Игнашевичсем ял уявӗнче!
Паллă футболистăн Сергей Игнашевичăн ашшӗ-амăшне уява пухăннă çамрăксем пурте илтмелле: «Ывăлăршăн тав!» – тесе тав тунă.
Шухăша тӗпрен улăштарса хамăр футболистсене шанма вӗрентнӗ Футболпа тӗнче чемпионачӗ чăвашсенче мăнаçлăх туйăмӗ те çуратрӗ, çӗршыв сборнăйӗнче чăваш юнӗллӗ футболистсем Игнашевич, Дзюба, Головин пуррине пӗлтӗмӗр-çке. Аса илтеретпӗр, вӗсен тымарӗсем Чăваш Енри Хӗрлӗ Чутай, Çӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенчен.
Августăн 25-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликассипе Ишеккасси ял уявӗн асра юлмалли саманчӗсенчен пӗри Сергей Игнашевичăн ашшӗпе амăшӗ, Николайпа Раиса Игнашевичсем, хутшăнни пулнине хыпарлать вырăнти «Пирӗн пурнăç» район хаçачӗн сайчӗ. «Паллă футболистăн ашшӗ-амăшне ял уявӗнче сцена çине чӗнсе кăларчӗç, вӗсене район пуçлăхӗ Александр Степанов асăнмалăх парне парса саламларӗ, уява пухăннă çамрăксем вара пурте илтмелле «Ывăлăршăн тав!» – терӗç. Игнашевичсем тумликассисемпе ишеккассисене хăйсен ывăлне манманшăн тав турӗç», – тесе çырать хаçат.
Кам мӗнле пуль те, манăн вара Раиса Германовнăна мухтас килет. Белорус çыннине качча тухса Мускавра нумай çул пурăнсан та тăван чӗлхене манман вăл, ку кăна та мар, ывăлне хăйӗн тымарӗсемпе мăнаçланма вӗрентнӗ. Çавăнпа та Игнашевич хăй çурма чăваш пулнине уççăнах пӗлтерет. Калас пулать, кун пеккине чăвашсен хушшинче сайра тӗл пулатăн халӗ. Мӗнех калăн, чăнах та мăнаçланмалăх та пур ашшӗ-амăшӗн.
Чăн та, амăшӗн тăван тăрăхне спортсмен питех килсе çӳреймест, кун пек шайри футболистăн вăхăчӗ те çук-ха ӗнтӗ, çӗршыв сборнăйне пули-пулмисене илмеççӗ вӗт. Сергей Тумликкассинче ача чухне кăна пулнине те ăнланма пулать. Иккӗмӗш класранпах футбол секцине çӳрекенскерӗн футбол вылямалли ятарлă уй çук яла килесех те килмен тата тренировкăсенчен те юлма юраман.
«Хальхи вăхăтра Сергей Игнашевич – тăватă ывăл ашшӗ, вӗсенчен иккӗшӗ ЦСКА футбол шкулне çỹреççӗ. Ашшӗпе амăшне вара Сергей Мускав облаçӗнчи пӗр хулара коттедж туянса панă. Çуллахи вăхăтра Раисăпа Николай Игнашевичсем унта пурăнма кăмăллаççӗ, хӗлле – Мускаври хваттерӗнче»,– пӗлтерет паллă ентешӗ çинчен район хаçачӗн сайчӗ. (Сăнӳкерчӗк «Пирӗн пурнăç» хаçатран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев