Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иннополисра экономикăн приоритетлă отраслӗсене цифрăна куçарасси пирки форум иртет

Ноябрӗн 24–26-мӗшсенче Иннополисра DID 2022 экономикăн приоритетлă отраслӗсене цифрăна куçарасси пирки форум иртет. Шутпа ку иккӗмӗш форум, пӗрремӗш 2021 çулта вӗрентӳре, бизнесра тата патшалăх управленийӗнче цифра трансформацине ирттересси пирки декабрӗн 2 – 4-мӗшсенче иртнӗччӗ. Digital Innopolis Days (DID) ун чухне Иннополиса Раççейрен, Францирен, АПШран, Сингапуртан, Германирен, Великобританирен тата ытти çӗршывсенчен 3158 çын килнӗччӗ, цифра трансформацийӗн опычӗпе 250 спикер паллаштарчӗ пухăннисене.

Апрелӗн 28-мӗшӗнче студентсемпе аслă шкулсенче ӗçлекенсем валли цифра технологийӗсемпе Digital Innopolis Days Online пӗрремӗш онлайн-конференци ирттернӗ. Конференци тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан 5230 çынна, 28 спикера пӗрлештернӗ. Июнӗн 30-мӗшӗнче – июлӗн 2-мӗшӗнче Иннополис офлайн мелӗпе DID Summer Camp форум йӗркеленӗ. Ăна аслă шкулсен ертӳçисене адресленӗ. Раççей аслă шкулӗсен 1000 ытла çыннине пухнă форум, 62 спикер хутшăннă.

Вӗрентӳре, бизнесра тата патшалăх управленийӗнче ирттерекен цифра трансформацийӗн Раççейри пысăк форумне хальхинче Яндексран, НИУ ВШЭ, МФТИ, Сколтех, ИТМО, РЖД, «Нефть Газпромӗ», Норильск никелӗ, VK, «Мобильлӗ электронлă вӗрентӳ», Касперский лабораторийӗ тата федерацин профильлӗ министерствисенчен экспертсем хутшăнаççӗ. 

РФ Правительство Председателӗн çумӗ Дмитрий Чернышенко, наука тата аслă пӗлӳ министрӗ Валерий Фальков Раççей аслă шкулӗсен ректорӗсемпе канашлу ирттерӗç. Пленарлă ларăва ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тата ТР Премьер-министрӗн çумӗ Роман Шайхутдинов хутшăнӗç. DID 2022 йӗркелекенӗ Иннополис, ноябрь вӗçӗнче вăл шăпах 10 çул тултарать.

Форумра экономикăн приоритетлă отраслӗсен – сывлăх сыхлав, ял хуçалăхӗ тата агропромышленность комплексӗ, хула хуçалăхӗ, транспорт инфраструктури, строительство тата ыттисем – интересӗсемпе ӗçлекен ушкăнсем ларăва хутшăнаççӗ. Федерацин профильлӗ министерствăсен ертӳçисен çумӗсем ӗç ушкăнӗсене ертсе пырӗç. Иннополис университечӗн директорӗ Кирилл Семенихин пӗлтернӗ тăрăх, форумра Иннополисăн 10 çулхи ӗçне пӗтӗмлетсе малашнехи плансене йышăнассине те кун йӗркине кӗртнӗ. Иннополис университечӗн ассессмент-центр специалисчӗсем «Цифровые кафедры» федераллă проектăн витӗмӗпе 2022 çулхи студентсен цифра компетенцине хакласа пӗтӗмлетӳ тăвӗç. НТИ компетенци центрӗн эксперчӗсем «Робототехника тата мехатроникакомпонентсен технологийӗсем» сулăмпа промышленность робочӗсене предприятисене «ӗçе вырнаçтарассипе» воркшопсем ирттереççӗ. Аслă шкулсем хушшинчи Startuphouse Universities студентсен индустриаллă акселераторӗ чи ăнăçлă стартапсен ячӗсене пӗлтерӗ – авторӗсем 8 эрнелӗх вӗренӳ программипе предпринимательсен компетенцине хăнăхнă. Форумра вӗсем хăйсен проекчӗсемпе инвесторсене паллаштарӗç. https://digitalinnopolisdays.ru/ сайтра çакăн çинчен тӗплӗнрех пӗлме пулать, регистраци иртес текенсен те çак сайтах кӗмелле. Форумпа пӗр вăхăтрах Иннополис çулсерен иртекен конференци ирттерет. Унта искусствăлла интеллект технологийӗсене экономикăн приоритетлă отраслӗсене ăнăçлăн усă курасси пирки сăмах пырӗ. 10 отрасль трекӗсенче Аэрофлот, «Ак Барс Банк», «Цифровая экономика» АНО, Factory5, TAG Consulting Russia тата ытти компанисен спикерӗсем тухса калаçӗç.

И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации