Юрă-кӗвӗ тӗнчинче нумай çитӗнӳ турӗ
Хамăн туссенчен пӗри Станислав Толстов купăс каланисӗр пуçне кӗвӗсем те çырнине пӗлсен унпа тӗл пулса калаçас килсе кайрӗ. Пӗрремӗш тӗлпулу иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнче пулчӗ. Станислав Петровичпа ытларах музыка çинчен калаçрăмăр. Ун чухнех авторитечӗ пысăкчӗ унăн. Хăйнеевӗрлӗ илемлӗ юрăсем çырнăран ăна хула, область, регионсен хушшинче иртекен тӗрлӗ фестиваль-конкурссен жюрине чӗнетчӗç.
«Мӗнле çапла хитре юрăсем çырма пултаратăн?» – тесе ыйтнине хирӗç:
– Эпӗ мӗн ачаран музыкăпа туслă. Çӗрпӳри культурăпа çутӗç училищин дирижерпа хор уйрăмӗнче вӗреннӗ чухнех Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗнче баянист пулса ӗçлеме пуçларăм. Унтан Хусанти культура институчӗн оркестр уйрăмӗнче вӗрентӗм, студентсене пуçтарса «Çамрăклăх» вокал ансамблӗ йӗркелерӗм, – терӗ Станислав Петрович.
Ульяновск облаçӗнчи ӗç çулне Чердаклă районӗнчи пӗр Культура керменӗнче илемлӗ пултарулăх ертӳçинчен пуçланă. Çав хушăрах шкулта ачасене музыка вӗрентнӗ. Эп ун чух «Канаш» хаçатра ӗçлеттӗм, çавăнпа та Толстовпа пӗрле те чăваш культурине çӗклессишӗн нумай тăрăшнă. Çавăн чухнех «Палнай» ансамбль йӗркелесе ячӗ. 1995 çулхи ноябрьте Станислав Толстов «Салют Победы» фестивалӗн лауреачӗ пулса тăчӗ, чи лайăх купăсçă пек чысларӗç ăна ун чух.
Станислав Петровичпа калаçнă май вăл тунă çитӗнӳсем çинче чарăнса тăракан çын маррине ăнлантăм. Вăл облаçри кăна мар, регионсен хушшинчи конкурс-фестивальсене те хастар хутшăнатчӗ, чăваш эстрадинчи паллă, халăх артисчӗсемпе пӗрле те юрлатчӗ. Çавăнтанпа вăл юрă-кӗвӗ тӗнчинче нумай çитӗнӳ турӗ. Хаçат-журналсенче те ун пирки нумай çырнă.
– Çак çулсенче эпӗ хампа пӗр шухăшлă, пысăк ăсталăхлă çынсемпе ӗçлерӗм. Пурте музыкăна питӗ юратаççӗ, пӗр-пӗрне ӗçре пулăшса пыраççӗ. Хама вӗрентнӗ, пулăшнă çынсене хавхалантарнăшăн, тӗрев панăшăн пӗтӗм чӗререн тав тăватăп, – тет Станислав Петрович.
Хальхи вăхăтра вăл музыка таврапӗлӗвне тӗпчессипе ӗçлет. Фольклор пухать, ватă çынсем юрланине çыртара-çыртара илет, поэтсен сăввисене юрра хывать. Таврапӗлӳ енӗпе эпир унпа пӗрле ӗçлетпӗр, нумай çитӗнӳ те турăмăр ӗнтӗ. Кун пирки хаçат-журналсенче те пӗрре мар çырнă. Станислав Толстова «Чăваш халăх академикӗ» ята та пачӗç.
Станислав Петрович тăрăшнипе 2015 çулта «Эревет» халăх ансамблӗ пирки «Звени, песня!» телекăларăм та ӳкернӗччӗ. Унта Станислав Толстов чăваш поэчӗсен сăввисемпе кӗвӗленӗ самай юрă янăранăччӗ. Ку кăларăма Чăваш наци телевиденийӗпе темиçе хутчен те кăтартнăччӗ. Куракансене те питӗ килӗшнӗччӗ вăл. Кăларăм Чăваш Республикинче пурăнакансене Ульяновск облаçӗнчи чăваш коллективӗсен пултарулăхӗпе, йăли-йӗркипе паллашма май пачӗ.
Нумай пулмасть Станислав Петровича Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийӗн Ульяновскри филиалӗн ученăй-секретарьне суйларӗç. Тӗп ӗçӗ вара Ульяновскри «Руслан» Культура керменӗнче унăн: 2012 çултанпа вăл кунта дирижер пулса ӗçлет, «Эревет» чăваш халăх ансамбльне ертсе пырать.
Станислав Петровича малашне те пысăк çитӗнӳсем тума сунатăп.
Николай КАЗАКОВ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев