Юрату çинчен чăвашла вулар
Коллективлă сборник тӗрлӗ автор хайлавӗсене пӗрлештерсе тăрать, çавăнпа интереслӗ те вăл. Пӗр темăнах кашни хăйне евӗр уçса парать. «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» кăларăма сакăр прозаикăн калавӗ-повеçӗ кӗнӗ. Владимир Степанов, Владислав Николаев, Ольга Васильева, Дмитрий Моисеев, Ольга Австрийская, Константин Малышев çыравçăсен ячӗсене вулакан илтнех ӗнтӗ. Вӗсен уйрăм кӗнекисене библиотекăсенче те илсе вулама пулать. Ольга Рубцовăпа Татьяна Ишмуратова — чăваш литературинче малтанхи утăмсем тăвакансем.
Юрату çӗр çинчи чи хăватлă туйăм пулнипе пурте килӗшеççӗ пулӗ. Вăл çут тӗнчене тытса тăрать, пурнăçа илем кӳрет, йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшать. Унсăр вара хӗвеллӗ кун та тӗксӗм курăнӗччӗ, чи ăшă сăмах та хăпартлантармӗччӗ.
2019 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче «Кӗтмен юрату» коллективлă сборник пичетленсе тухнăччӗ. Унта çамрăк авторсен повеçӗсемпе калавӗсем кӗнӗччӗ. Кăларăм кӗске вăхăтрах саланса пӗтрӗ, вулакансене тыткăнларӗ. Çакна шута илсе издательство юрату хайлавӗсен тепӗр кӗнекине кăларма йышăнчӗ. Вăл «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» ятпа анчахрах кун çути курчӗ. Ăна пухса хатӗрлекенӗ —
Ольга Федорова, редакторӗ — Ольга Иванова, художникӗ — Светлана Бритвина, хуплашкан ӳнерçи — Дмитрий Литаврин. Тиражӗ — 1000 экземпляр.
Коллективлă сборник тӗрлӗ автор хайлавӗсене пӗрлештерсе тăрать, çавăнпа интереслӗ те вăл. Пӗр темăнах кашни хăйне евӗр уçса парать. «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» кăларăма сакăр прозаикăн калавӗ-повеçӗ кӗнӗ. Владимир Степанов, Владислав Николаев, Ольга Васильева, Дмитрий Моисеев, Ольга Австрийская, Константин Малышев çыравçăсен ячӗсене вулакан илтнех ӗнтӗ. Вӗсен уйрăм кӗнекисене библиотекăсенче те илсе вулама пулать. Ольга Рубцовăпа Татьяна Ишмуратова — чăваш литературинче малтанхи утăмсем тăвакансем.
Произведенисенчи тӗп сăнарсем — юрату авăрне кӗрсе ӳкнӗ яшсемпе хӗрсем. Пурнăç темӗнле пăтăрмах та кăларса тăратать вӗсен умне. Телей сукмакӗ тумхахлă та кукăр-макăр, йăнăшасси те часах. Пӗртен-пӗр тӗрӗс çула мӗнле шыраса тупмалла-ха? Кайран ӳкӗнмелле пулмӗ-ши? Чăн юратăва епле «палласа» илмелле? Ыйтăвӗ темӗн чухлех, хуравӗсене ăçтан тупмалла? Тен, мӗнпур вăрттăнлăх уççи чӗрере?
«Хайлавсене тӗп сăнарсен ӳсӗмне кура вырнаçтарса тухнă. Константин Малышевăн „Татман чечек“ калавӗнче тӗпре —
аслă класра вӗренекен ачасем; Татьяна Ишмуратован, Ольга Рубцован тата Дмитрий Моисеевăн геройӗсем — студентсем; Ольга Австрийскаян, Владислав Николаевăн, Владимир Степановăн тата Ольга Васильеван калавӗ-повеçӗнчи тӗп сăнарсем — ӗçлекен çамрăксем», — тесе палăртнă кӗнекене пухса хатӗрленӗ Ольга Федорова умсăмахра. Кăларăмра авторсем çинчен те вуласа пӗлме пулать — вӗсен биографийӗсене кӗртнӗ.
Константин Малышевăн «Татман чечекӗнчи» калав пӗрремӗш сăпатран пулнăран пушшех интереслӗ. Сăнар хăйӗнчен хăй тăрăхласа илет, асаилӳ ытамне путать. Калава вуланă май йăл кулмасăр май çуках: «Çуллахи каникул сисӗнмесӗр иртрӗ, юратура вара манăн пӗр çитӗнӳ те çук. Хӗре ыталама мар, ун çинчен пӗринпе те пырса калаçман... Çуллахи каникул вӗçленчӗ, чун савни пулма пултаракан кандидатурăсем — хула хӗрӗсем — ялтан кайса пӗтрӗç, унпа пӗрлех юрату шырани те кăштах сӗврӗлчӗ темелле», — юптарать герой. Кӗç вăл вуннăмӗш класс хӗрне куç хывать. Унпа пырса калаçма шикленет, çав хушăрах хыççăн утма никам та кансӗрлемест качча. «Хăш чухне пӗр вăтăр метр малта вӗсен умӗнче утатăп (хама кăтартас килет-çке), хăш чухне, сурăх кӗтӗвӗнчи çамрăк така пек, хыçӗнчен лӗпӗстететӗп», — тет яш. Пӗрремӗш юрату мӗнпе вӗçленнине пӗлес килсен сборника алла тытма сӗнетӗп.
Владимир Степанов та «Икӗ айкки те тăвайкки» прозăллă пӗчӗк трагикомедийӗнче чӗрене амантнă туйăм çинчен шӳтлесе çырать. Татьяна Ишмуратован сăнарӗ вара «Турă çырни» калавра хытах тертленет, ултав ăна самаях çапса хуçать, апла пулин те пике çӗнӗрен çӗкленме вăй тупать. Ольга Австрийскаян «Чи çутă ӗмӗт» хайлавӗнчи Маша та Германа ниме пăхмасăр юратать, савнийӗн çитменлӗхӗсене те йышăнать, каçарать. Тен, чăн юратăвăн çапла пулмалла та?
Ольга Рубцован героинисем шухă та хăюллă, харăсах темиçе каччăпа тӗл пулаççӗ, чи лайăххине суйласшăн. «Суйлакана — тирӗк тӗпӗ», — тесе ахальтен каламан-тăр чăвашсем. Вӗренӗн те вӗçӗ пур та, суйса-чееленсе инçе каяймăн. Акă Дмитрий Моисеевăн «Телефонри çыру» калавӗнчи Викторпа Милена та ытлă-çитлӗ пурнăç çинчен ӗмӗтленсе йăнăш çулпа уттараççӗ. Анчах телей патне çитеймеççӗ, яш ӗмӗре çеç сая яраççӗ...
Владислав Николаевăн «Пуйăсри пике» калавӗнчи Арсени çар хӗсметӗнчен таврăннă чухне пуйăсра Виктория ятлă пикепе паллашать. Çул тăршшӗпе калаçса пыраççӗ çамрăксем. Тин кăна паллашни те, пӗр-пӗрне лайăх пӗлменни те шăкăл-шăкăл пуплеме чăрмантармасть вӗсене. Шупашкара çитсен хӗр качча хăйӗн патне хăнана чӗнет. Тăван ялне ашшӗ-амăшӗ патне çитме тӗв тунă Арсени малтанхи планӗсене манса Вика хыççăн таплаттарать. Юрату историйӗ мӗнле кӗтмен çӗртен пуçланать, çаплах вӗçленет теме пулӗччӗ. Анчах кунта апла мар, автор вулакана шухăша путма хистет. Каччă хӗр патне шăнкăравлать, лешӗ телефонне тытмасть. Арсени тăрук хăраса ӳкет: ара, нимӗн те пӗлмест-çке вăл Вика çинчен. «Мӗн çинчен калаçрӗç вара вӗсем адресне те ыйтса пӗлмен пулсан? Ремаркăн кӗнекине сӳтсе явни халь Викăна шыраса тупма нихăш енчен те пулăшмасть Арсение...» Мӗнле шутлатăр, хӗрпе каччă тӗл пулӗç-ши?
Ольга Васильеван «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» повеçӗ Шупашкарти шкулта ачасене вӗрентекен Маринен кун-çулӗпе паллаштарать. Хӗр хулара тӗпленесшӗн, çавăнпах ялта пурăнакан Алешăна хăйӗнчен сивӗтет. Çав хушăрах таçта чӗре тӗпӗнче качча килӗштерет. Анчах çакă Маринене пӗрле ӗçлекен Матвея куç хывма чăрмантармасть. Ахăртнех, хăйӗнпе мӗн пулса иртнине хăй те ăнланаймасть çамрăк учительница. Вулакансене тавлаштаракан, шухăшлаттаракан сăнар калăпланă автор.
Ольга ИВАНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев