Кăçалхи Уявăн сайчӗ те пур
2022 çулхи Уява нихçанхинчен лайăхрах хатӗрленеççӗ. Аксу е Нурлат районӗпе танлаштарсан, Элкел тăрăхӗнче чăвашсем сахалтарах пулнипе ăна хатӗрлесе ирттерме вырăссемпе тутарсем те пулăшаççӗ.
Районти чăвашсен пӗр уйрăмлăхӗ пур, нумайăшне шкулта чăвашла вӗрентмен. Çавăнпа та тăван чӗлхепе вуласа çырасси вӗсемшӗн хӗнтерех. Апла пулин те тăрăшаççӗ. Тăрăшма хистекен стимул та пур – Иван Казанков. Вăл çине тăнипе иртет Сиктӗрме-Хусанкайра кăçалхи Уяв. Йӗркелекенсем праçникӗн сайтне те туса хунă: https://uyav.ru/. Кунта информаци çӗнелсех тăрать. Уявăн программипе те паллашма пулать, иртекен конкурс-фестивальсемпе те.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев