«КАМАЗ-мастер» – каллех чемпион!
Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче Сауд Аравийӗнче иртнӗ «Дакар» ралли-рейдра Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» командăн 4 экипажӗ те пьедестала йышăнчӗ.
Халăхăн ытларах пайӗ Çӗнӗ çулпа Раштав уявӗсенче канупа киленчӗ пулсан, теприсем çак вăхăтра нихçанхинчен вăйлăрах тар тăкрӗç. Тӗслӗхрен, Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» командăн спортсменӗсем. Вӗсем Çӗнӗ çула хăçан килте, çемьепе пӗрле кӗтсе илнине те маннă пулӗ. Мӗншӗн тесен шăпах Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче халăхсен хушшинчи «Дакар» ралли-рейд иртет. Кăçал вăл историре 44-мӗш хут январӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен каллех Сауд Аравийӗнче иртрӗ. Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда 4 экипажпа кайса грузовиксен хушшинче Раççей чысне хӳтӗлерӗ.
Эпир ентешӗмӗрсем кашни çулах çӗнтерӳпе таврăннине хăнăхнă ӗнтӗ. Ралли пуçлансан кашни тапхăрăн результачӗсене чăтăмсăррăн кӗтетпӗр. «КАМАЗ-мастер» тӗнче шайӗнчи ăмăртусене хăйӗн чи лайăх, пысăк опытлă спортсменӗсене ярать. Кашни ăмăртуран малти вырăнсемпе таврăннине пăхсан пирӗн каччăсем тăвайман ӗçсем, тухайман çулсем, çӗнтереймен конкурентсем çук пекех туйăнать. Ăмăртусене çиелтен пăхса хаклакансене çав çӗнтерӳсем çăмăллăн парăннă пек те туйăнма пултараççӗ. Çук иккен. Раллие хутшăнакансем каласа панă тăрăх, «Дакар» çулран çул кăткăсланса пырать. Уйрăмах çак халăхсен хушшинчи ралли-рейдăн директорне Давид Кастерăна лартнăранпа. Вăл, хăй те раллисене малтан штурман, унтан пилот пек нумай хутчен хутшăннăскер, ăмăртусене интереслӗрех, кăткăсрах ирттерме тăрăшать. Çакă спортсменсене хавхалантарать кăна.
Кăçалхи «Дакар» та çăмăл пулмарӗ. Нумай йывăрлăх урлă иртме тиврӗ спортсменсен. Нумайăшӗ финиша çитеймерӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсем, «КАМАЗ-мастер» команда спортсменӗсем, финиша çитрӗç кăна мар, çӗнтерӳçӗсен подиумне пӗтӗмпех хăйсем йышăнма пултарчӗç. Дмитрий Сотников экипажӗ – 1-мӗш, Эдуард Николаев – 2-мӗш, Антон Шибалов – 3-мӗш. Андрей Каргинов подиум çине лекеймерӗ, анчах та вăл та кăтартăвӗпе 4-мӗш вырăнта. Апла-тăк ентешӗмӗрсем акă ӗнтӗ миçемӗш хут пирӗн «Камазсем» чи шанчăклă автомобильсем, хăйсем чи вăйлă, опытлă спортсменсем пулнине çирӗплетсе пачӗç. Ăмăртăва интернетра сăнанă май хамăрăннисем пӗрремӗш тапхăрсенченех малти вырăнсем йышăнма пуçласан вӗсем çӗнтересси пирки иккӗленмерӗмӗр те темелле.
«КАМАЗ-мастер» команда хутшăнакан ăмăртусене «Сувар» вулаканӗсенчен нумайăшӗ тимлӗ сăнать. Хаçатпа тахçанах туслисем пӗлеççӗ ӗнтӗ – тӗнче шайӗнчи ăмăртусене хутшăнакан экипажсен йышӗнче чăваш пур, вăл – Дмитрий Никитин. Çырчаллинче çуралса ӳснӗ çамрăк раллисене Антон Шибалов экипажӗнче штурман пулса хутшăнать. Иртнӗ вырсарникун Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Николаевичпа çыхăнса ăна çӗнтерӳпе саламларăмăр, кăçалхи «Дакар» пирки хăйӗнчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлтӗмӗр. Вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.
– Тӗпрен илсен мӗнпе асра юлчӗ саншăн кăçалхи ралли?
– «Дакарта» нихçан та çăмăл пулман теççӗ. Раллин тӗп тӗллевӗ çавă-çке-ха – çулсăр-мӗнсӗр, чуллă трассăсенче, чăнкă та йывăр хăйăр куписемлӗ, пурнăç çук пушхирсенче техникăн, спортсменсен чăтăмлăхне тӗрӗслесси. Кăçалхи «Дакар» та çăмăл пулмарӗ. Юлашки тапхăрăн финишне çитиччен те лăпланаймарăмăр. Эпир ăмăртури тӗрӗслевсене малтанах кăмăл-туйăмпа та, ӳт-пӗве çирӗплетсе те хатӗрленетпӗр. «Дакар» директорӗн Давид Кастерăн ӗçӗнчен тӗлӗнме пăрахмастăп, вăл ертсе пыма пуçланăранпа ăмăрту пур енчен те лайăхланчӗ: маршрутсене йӗркелес енӗпе те, навигаци хатӗрӗсене çӗнетессипе те, раллие хутшăнакансене бивуаксене вырнаçтарас тӗлӗшпе те.
– Кăçалхи «Дакара» хутшăнакансем валли йӗркелӳçӗсем нумай сюрприз, кăткăс трассăсем хатӗрленӗ. Малтанхи тапхăрсенчен пӗринче навигаци точкисене кăткăслатнипе штурмансене уйрăмах йывăр килчӗ. Ун чух Шибаловăн экипажӗ пуринчен малтан навигаци вăрттăнлăхӗсен тупсăмне тупма пултарнă терӗç...
– Тӗпрен илсен, кăçалхи ăмăртура пӗр кун та навигаци тӗлӗшпе çăмăл пулмарӗ. Малтанхи тапхăрсенчен пӗринче, чăн та, уйрăмах йывăр килчӗ. Кăçал машинăсен, баггисен тата грузовиксен зачечӗсенче старта тухас йӗркене улăштарнă. Унччен пӗрремӗш кун кам миçемӗш финиша çитнӗ, тепӗр кун çавăн пекех старта тухатчӗ: малтанхи 10 хутшăнакан – пӗр-пӗрин хыççăн 3 минут интервалпа, вӗсен хыççăнхисем – 2-шер минутран, юлашкисем – 30 çеккунтран. Пирӗн грузовиксем трасса çинче пысăк хăвăртлăхпа пыма май параççӗ, çавăнпа та пӗр кунри тапхăрта 10 вăйлă экипаж йышне лекесси йывăр марччӗ. Анчах та икӗ çул каялла йӗркелӳçӗсем пӗрремӗш грузовике старта тухма 21-мӗш позицие (20 джип хыççăн) антарса лартрӗç. Кăçал вара пире пачах та 51-мӗш хутшăнакан таран антарчӗç. Пӗр кунӗнче 80-мӗш те хускалса кайма тиврӗ. Çавăнпа пирӗн командăн ертӳçисем ытти командăсен тим-менеджерӗсемпе калаçса грузовиксене каялла 50-мӗш позицие те пулин тавăрма ыйтса коллективлă çыру çырчӗç. Пуринчен кайран хускалса кайсан пире хамăр умра пыракан машинăсене нумай хутчен хăваласа çитсе иртсе кайма тивет-çке-ха. Ку вара вăйлă тусан çӗкленнине кура хăрушсăр мар. Сан умăнтан темӗн чухлӗ машина хускалса кайнă чух умри çул çинче ним те уйăрса илме çук: тем чухлӗ йӗр, хăшӗ тӗрӗс, хăшӗ йăнăш çулпа кайнă – пӗлме çук. Навигаци тӗлӗшпе чи кăткăс пулнă тапхăрта пире ыттисенчен ытларах ăнчӗ – тӗрӗс çул хăвăртрах тупса финиша часрах çитрӗмӗр.
– «КАМАЗ-мастер» спортсменӗсем чи малтан кашни хăй çинчен мар, команда çинчен шутланипе тӗлӗнтереççӗ, мăнаçлантараççӗ. Ак, хальхинче те Эдуард Николаев малта пыракан Дмитрий Сотников путса ларсан чарăнса ăна пулăшни нумайăшне тӗлӗнтерчӗ. Ара, вӗсем пӗр командăра пулсан та чи малтан конкурентсем-çке-ха?
– Паллах, командăра шалти конкуренци пурах ӗнтӗ вăл. Анчах та «Дакарта» эпир хамăрăн амбицисене пытарса чи малтан командăшăн кӗрешме йышăннă. Тен, Николаевăн экипажӗн те чарăнмасăр иртсе каяс килнӗ пуль, çакă, ман шутпа, йӗркеллӗ пулăм. Анчах та Эдуард çакăн пек лару-тăрура мӗн тумалла – çавна тунă. Урăхла вариант пулма та пултарайман. Ку пирӗн командăн пӗрлехи чун хавалӗ.
– Хальхинче сире çак раллире çӗнтерме мӗн пулăшрӗ?
– Паянхи куна пирӗн команда ралли-рейдсене хутшăнакансенчен чи опытли шутланать. Çавăнпа та чи малти вырăнта, паллах, опыт. Эпир машинăсене пысăк пахалăхпа тума вӗренсе çитнӗрен трассăсем çинче техника ваннипе чарăнса вăхăта çухатмастпăр та темелле. Тата, паллах ӗнтӗ, çӗнтерес, хамăр болельщиксене савăнтарас килни пысăк результатсем кăтартма май парать пире.
– Эсӗ хăвăн экипажупа пӗрле тӗнче шайӗнчи ралли-рейдсенчен яланах çӗнтерӳпе таврăннине хăнăхнă ӗнтӗ «Сувар» вулаканӗсем. Кăçалхи «Дакар» саншăн миçемӗш пулчӗ? Эпир астăвасса кашнинчех çӗнтерӳпе таврăнатăр вӗт?
– Ку «Дакар» маншăн юбилейлă – 5-мӗш. Тăватă хутчен çӗнтерӳпе таврăнтăм – пӗрре бронза бедуинпа, виçӗ хутчен кӗмӗлпе. Вулакансем астăваççӗ пулсан, хамшăн чи малтанхи «Дакарта» эпир машина çуннипе финиша çитейменччӗ. Чи пысăк çӗнтерӳ пулаймарӗ-ха хальлӗхе.
– 2-мӗшпе 3-мӗш вырăнсем те япăх кăтарту мар вӗт кун пек тӗнче шайӗнчи ăмăртусенче...
– Çаплине çапла та, анчах та яланах чи малти вырăн патне талпăнатпăр çке-ха...
– Дмитрий, пӗтӗм вулакан ятӗнчен сана малашне те пысăк çитӗнӳсем тума, ăмăртусенчен яланах çӗнтерӳпе таврăнма ăнăçу сунатпăр!
– Пысăк тав! Эпӗ сирӗн тӗревӗре яланах туйса тăратăп, çавăнпа кашни ăмăртура пӗтӗм вăя, опыта хурса тăрăшатăп. (Д.Никитинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев