Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăшăллă вирус лару-тăрăвӗ

75 чирлӗ çынран иккӗшӗ ютран килнисем

Кунашкал статистика тăрантарса çитерчӗ пулин те, кăтартусене пӗлмеллех. Раççейре коронавируспа чирлисем 308 пин çынран иртнӗ.

Пирӗн республикăра Covid-19-па чирлекенсен шучӗ майӗпен чака пуçланă. Юлашки талăкра Тутарстанра 75 çӗнӗ тӗслӗхе палăртнă. Çав вăхăтрах 151 çын сывалнă.

Республикăри 75 çынран иккӗшӗ ютран килнисем, 73-шӗ инфекцие кунти çынсенчен ертнӗ. 27 çынна пульницана вырттарнă, çăмăл формăллă 48 çынна килӗсенче сипленме хушнă.  

Чирлисен географийӗ çакăн пек: 63 çын Хусантан, 5 çын Апасран, 3 çын Çӳльту районӗнчен, 2-ӗн Çӗпрелӗнчен, Кайпăçпа Пестрецы районӗнчен пӗрер çын.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев