Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Катар çӗршывӗнче футболпа Тӗнче чемпионачӗ пырать

Паллă сăлтавсене пула унта Раççей сборнăйӗ хутшăнмасть. Анчах та сенсацисем тӗлӗнтерсех пыраççӗ. Ӗнер ылтăн бутсыллӗ Леонель Месси команди Сауд Арави сборнăйне 1:2 шутпа выляса ячӗ. 2018 çулта пирӗн команда саудитсене 5:0 шутпа çӗнтернӗччӗ. 2022 çулхи Мундиалӗн тӗп призне çӗнсе илме пултаракан фаворитсенчен пӗриншӗн – Аргентинăшăн ку кӗтменлӗх пулчӗ. Вăйă хыççăн команда футболисчӗсем çине пăхма шелччӗ.

«Ку пире çапса ӳкернӗ пекех пулчӗ – болельщиксене те, хамăра та. Турнир çапларах тапранасса эпир кӗтменччӗ. Çӗнтерме пултарассине шанаттăмăрччӗ, чуна канлӗх паракан виçӗ очкоран пуçласшăнччӗ ăмăртăва. Анчах çанкашкал япаласем пӗр ахальтен пулса иртмеççӗ.

Соперник мӗнле вылянине пӗлеттӗмӗрччӗ, анчах та васкарăмăр. Çавăнпа хамăра вăйăра комфортлă туйма пăрахрăмăр. Çапла, питӗ хăвăрт тапса кӗртрӗмӗр, кайран пирӗн тата шута илмен голсем пулчӗç. Çак вăхăтра пирӗн кун пек самантсем тата нумай пулаççӗ-ха тесе шутларăмăр ахăр. Çакă пирӗн йăнăш пулчӗ те.      

Каярах эпир хăвăртлăха ӳстертӗмӗр, анчах пӗрешкел вылярăмăр, кирлӗ чухне флангсене улăштараймарăмăр. Пире офсайда хăварассипе Сауд Аравийӗ çитӗнӳсем турӗ. Кайран вӗсем пирӗн хапхана икӗ гол кӗртрӗç. Çакăн хыççăн эпир васка-васка выляма пуçларăмăр, çакă нумай йăнăшсем тутарчӗ. Эпир тыткăна лекрӗмӗр.

Халӗ пирӗн хамăрăн пӗрлӗхе кăтартма вăхăт çитрӗ – çакă пуринчен те пӗлтерӗшлӗрех. Хамăр вăййăн никӗсӗсем патне таврăнса Мексикăна çӗнтерме тăрăшăпăр», – тесе каланă Аргентина сборнăйӗн капитанӗ Леонель Месси «Оле» кăларăма интервью панă чухне.

Мӗн тăвăн? Ку – футбол. Площадка çинче эсир те, вӗсем те вунпӗрӗн. Патша коронине хывсан та юрать вылянă чухне. 

Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев