Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан 3 миллионмӗш туриста кӗтет

Ноябрь праçникӗнче çитекен хăна валли экскурси маршрутне тата ăна мӗнле апат-çимӗçпе хăналамаллине Хусан мэрийӗ те, Тутарстан правительстви те мар, халăх суйланă.

Хусан хăйӗн 3 миллионмӗш туристне кӗтет, хулана вăл ноябрь праçникӗсен вăхăтӗнче килсе çитмелле. Хăна валли экскурси маршрутне тата ăна мӗнпе хăналамаллине Хусан мэрийӗ те, Тутарстан правительстви те мар, халăх суйланă. Çынсен шухăшне социаллă сетьре октябрӗн 1-15-мӗшӗсенче  сасăлав ирттерсе пӗлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА.  Çапла вара 5 пин сасса пăхса тухнă хыççăн, хăнан  Г.Камал театрӗнче, Кремлевкая Набережная урамра, «Хула панорами» тата чак-чак музейӗсенче пулса курмалла. Наци апачӗсенчен лаша ашӗнчен хатӗрленӗ тултармăшпа, куллама ял шӳрпипе, азупа, вак бэлишпе тата турăхпа сăйламалла. Мӗнех, кӗтетпӗр. Кама лекӗ ку чыс? (Автор сăнӳкерчӗкӗ).


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм