Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта 17-ри студентка çухалнă

Темиçе кун каялла амăшӗпе вăрçăннă та ирхине вӗренме тухса кайнă та каялла таврăнман.

Хусанта хальхи вăхăтра 17-ри студенткăна шыраççӗ. Вăл виçӗ кун каялла çухални пирки полицие амăшӗ пӗлтернӗ. Хӗр Балтаси районӗнчи Атня ялӗнчен, Хусанти Халăхсем хушшинчи сервис колледжӗнче пӗрремӗш курсра вӗренет, тара илнӗ хваттерте пурăнать. Анчах та темиçе кун каялла амăшӗпе вăрçăннă та ирхине вӗренме тухса кайнă. Паллах, хваттере вăл таврăнман, юлташӗсем те вăл ăçтине пӗлмеççӗ. Хӗр савнийӗпе пӗрле пулма пултарать.

Паллисем: çутă симӗс кӗске куртăка (е шупка хӗрлӗ тӗслӗ вăрăм плащ-пальто), хура ботинка тăхăннă, хăйпе пӗрле чечеклӗ пысăк сумка илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Розыск