Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Март уйăхӗн вӗçӗнче Шупашкарта чăваш таврапӗлӳçисен форумӗ пулать

Мартăн 28-мӗшӗнче Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗ Чăваш наци библиотекипе пӗрле Чăваш таврапӗлӳçисен регионсен хушшинчи «Чăваш тăрăхӗ Раççей историйӗнче» форум ирттерет.

Мероприятие Чăваш Ен Вырăс патшалăхне хăй ирӗкӗпе кӗнӗренпе 475 çул çитнине, Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхӗн çулталăкне халалланă.

Форумра историпе, культурăпа, чӗлхепе, таврапӗлӳпе çыхăннă тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явӗç, таврапӗлӳ кăларăмӗсен 2025 çулхи конкурсне пӗтӗмлетӗç, чи хастаррисене наградăлӗç.

Таврапӗлӳçӗсене, наука тата вӗрентӳ, библиотекăсемпе музейсен, архивсен ӗçченӗсене, шкул ачисене, вăтам профессиллӗ тата аслă пӗлӳ паракан заведенисенче вӗренекен студентсене, таврапӗлӳ ӗçӗпе интересленекен учрежденисемпе организацисен представителӗсене форума хутшăнма чӗнеççӗ йӗркелӳçӗсем.

Форум мартăн 28-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Чăваш наци библиотекинче (Ленин урамӗ, 15-мӗш çурт, 409-мӗш пӳлӗм) иртет. 10.00 сехетре пуçланать. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8(8352) 23-02-17, хуш. 144.

Хамăр корр.

 

Сăнӳкерчӗк ЧР Таврапӗлӳçӗсен союзӗн сайтӗнчен.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Краеведение