Матаксем кӳршӗсем патӗнче
Çӗпрел районӗнчи Матак ял хутлăхӗн ертӳçи Владимир Шумилов ертсе пыракан 12 çынран тăракан делегаци (Матак Культура çурчӗн директорӗпе Надежда Шингаревăпа ял хастарӗсем) июнӗн 7-мӗшӗнче кӳршӗллӗ Чăваш Енри Патăрьел муниципаллă округӗнчи Кивӗ Ахпӳрт 400 çул тултарнине халалланă ял уявӗнче пулса курчӗç.
Патăрьелӗнчи «Паттăр» спорт шкулӗн директорӗн çумӗ Владимир Сеприхановпа муниципаллă округăн депутачӗ, Раççейри ут ăмăртăвӗсен темиçе хутчен çӗнтерӳçи, «Мастер-наездник» хисеплӗ ята тивӗçнӗ Анатолий Каргин йыхравланипе çула тухрӗç матаксем. Делегацие Туçа ял хутлӑхӗн пуçлӑхӗн ӗçӗсене туса пыракан Алена Мальцева, Кивӗ Ахпӳрт Культура çурчӗн ертӳçи Лидия Сеприханова тараватлăн кӗтсе илчӗç. Ахпӳртсемпе пӗрле вăйă картине тăрса уява пуçларӗç, халăхпа пӗрле хăна та пулчӗç. Уяв йӗркелӳçисем делегаципе сцена çине кăларсах паллаштарчӗç. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Владимир Шумиловпа çак тӗлпулăва йӗркеленӗ ял хастарне Владимир Старшова 400 çулхи ял уявӗн чи хаклă хăни пулнине çирӗплетекен паллăсемпе те чысларӗç.
Пӗрремӗш пулсан та Патăрьел чăвашӗсемпе питӗ ăшпиллӗ иртрӗ тӗлпулу. Малашне ялсем туслă çыхăну йӗркелес шутлă. Пӗр-пӗрин патне концертсемпе çӳресшӗн, тӗлпулусем йӗркелесшӗн.
Тӗрӗссипе, уявра пулас тесе кăна çула тухман-ха матаксем. Патăрьел таврапӗлӳçисен Александр Салминпа Алевтина Павлова тӗпчевӗсем тӑрӑх, Матак ялӗн историйӗ çак тӑрӑхпа çыхӑнма пултарнă. Кивӗ Ахпӳртрен инçех мар ӗлӗк Матак ятлӑ ял та, кӗпер те пулнӑ, ялсем пӗр-пӗрин патне хăнана çӳренӗ тенине илтнӗ ватӑсем халӗ те пур-ха ку тăрăхра. Çӗпрел районӗнчи Матак ял историйӗпе кӑсӑкланакансем çак версие тӗпчесе ял пулнӑ вырӑна шыраса тупасшăн, Матак ял пачӑшки Вячеслав атте сӗннипе хӗрес лартас шухăш пур. Чăн та, тӗпчев ӗçӗн пуçламăшӗ кăна-ха ку. Çапах та пăр тапраннă темелле.
Çак çулçӳрев ахаль иртмерӗ тесе калас килет. Мӗншӗн тесен ял хутлăхӗсен тата Культура çурчӗсен ертӳçисем çак кӗске вăхăтра та пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма ӗлкӗрчӗç. Тен, малашне кун пек ӗçлӗ тӗлпулусем тата пулӗç-ха.
Матак ял делегацийӗ хăйне çапла ăшпиллӗн кӗтсе илнӗшӗн Туçа ял хутлӑхӗн пуçлӑхӗн ӗçне туса пыракан Алена Николаевна Мальцевăна, Патӑрьел район депутатне Анатолий Антонович Каргина тата Патăрьелӗнчи «Паттăр» спорт шкулӗн директорӗн çумӗпе Кивӗ Ахпӳрт Культура çурчӗн ертӳçине Владимир Феоктистовичпа Лидия Михайловна Сеприхановсене тав тӑваççӗ.
Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев