Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Майăн 9-мӗшӗнче парад пулмасть.

Ăна июнь уйăхӗн вӗçне е сентябрье куçарнă. Хăçан пуласси май уйăхӗн вӗçӗнче паллă пулать.

Ыран, майăн 9-мӗшӗнче, Раççей халăхӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине паллă тăвать, чи хаклă та пӗлтерӗшлӗ кун вăл пирӗншӗн. Çӗнтерӗвӗн 75 çулне чаплă лару-тăрура кӗтсе илме хатӗрленчӗ çӗршывăмăр. Коронавирус пандемийӗ ăна хăйне май улăштарчӗ. Питӗ нумай акципе флешмобсем йӗркеленӗ Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне. Çавсен хушшинче: «Георги хăйăвӗ», «Астăвăм çулӗ», «Пӗрле юрлатпăр», «Раççей ялавӗ», «Пӗлетӗп, астăватăп, мăнаçланатăп», «Çӗнтерӳ астăвăмӗ», «Вăрçă сăвăсенче», «Астăвăм çурти» тата ыттисем. Вӗсем тахçанах социаллă сетьсенче пурнăçланаççӗ. Ун валли сăнӳкерчӗк тумалла та акци ячӗллӗ хештегпа харпăр аккаунтсенче лартмалла.

Уяв мероприятийӗсем майăн 8-мӗшӗнче пуçланаççӗ. Çак кун 9.00 – 11.00 сехетсем хушшинче Хусанти танк училищин пуçарăвӗпе çар техникин парачӗ пулать. Унтан Çӗнтерӳ паркӗнче Çӗнтерӳ ялавӗн копине çӗклеççӗ, совет салтакне халалланă монумента уçаççӗ, ӗмӗрлӗх вут умне чечексем хураççӗ.

Майăн 9-мӗшӗнче парад пулмасть. Вăл июнь уйăхӗн вӗçӗнче е сентябрь уйăхӗнче пулмалла. Хăçан пуласси май уйăхӗн вӗçӗнче паллă пулать. «Вилӗмсӗр полк» онлайн-режимра иртет, ăна тӳрӗ эфирпа 16.00 сехетре тӗп телеканалсемпе кăтартаççӗ. Çав шутра 22.00 сехетре иртекен салюта та. Тутарстанра ăна ТНВ кăтартать. Çӗнтерӳ кунӗ Хусан çийӗн виçӗ МИ-8 вертолет РФ, ТР тата Çӗнтерӳ ялавӗсемпе вӗçсе иртеççӗ. 19.00 сехетре пӗтӗм çӗршыв шăплăх минучӗпе чарăнса ларать. Ун хыççăн пӗтӗм Раççей халăхӗ (хуласенче балкон çине, ялсенче килӗ умне тухса) пӗрле «День Победы» юрра юрлать. Республикăра иртекен мӗнпур мероприятисене тӳрӗ эфирпа ТНВ телеканалта пăхма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев