Мӗнлерех вӗсем, паянхи çăлавçăсем?
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи Василий Нятюнов 2015 çулхи июнӗн 21-мӗшӗнче çар службинчен таврăнсан пӗрер эрне кансанах МЧСа, районти 114-мӗш пушарпа çăлав чаçне, пушар сӳнтерекене вырнаçать. Мӗн ачаран ӗçпе пиçӗхнӗ йӗкӗт кӗске вăхăтрах çӗнӗ ӗçӗн кăткăслăхӗсене алла илсе йывăр самантсене çӗнтерме вӗренет.
«Çыннăн телейӗ хăй çумӗнчех çӳрет» тени тӗрӗсех пуль çав. Акă, Василий Нятюнов пурнăçӗ те çакна çирӗплетсе парать. Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Геннадий Васильевичпа Тамара Васильевна Нятюновсен çемйинче çуралса ӳснӗ вăл. Ашшӗпе амăшӗ мӗн колхоз пӗтиччен унта вăй хурса ачисене ура çине тăратнă.
Василий ачаран ӗçе хăнăхнă. Шкулта вӗреннӗ хушăра 1–8 классенче питӗ аван вӗренсе Геннадий Васильевичпа Тамара Васильевнăна «4» тата «5» паллăсемпе савăнтарать. Каярахпа, аслă классенче, унăн чӗрӗкре пӗрер «3» тухма пуçлать. «Кăштах сахалтарах вӗренме пуçларăм пуль çав, хама çитӗннӗ çын тесе шутларăм-тăр», – аса илет халӗ Вася çав вăхăтсене. Шкулта вӗреннӗ хушăра вăл спортпа туслашать. Малтанласа ирӗклӗ майпа кӗрешессипе кăсăкланать, каярахпа пиççихипе кӗрешессипе аппаланать. Ун хыççăн вăл тӗрлӗ ăмăртусенче малти вырăнсене те çӗнсе илет. Унсăр пуçне Вася мӗн ачаран хоккейла выляма юратать, ял командин йышӗнче ăмăртусене хутшăнать. Килте унăн Хисеп хучӗсемпе медалӗсем халӗ те курăнакан вырăнта упранаççӗ.
Шкултан вӗренсе тухсан 2014 çулта июнӗн 18-мӗшӗнче салтака каять. Вӗсене чи малтан Псков хулинчи çар чаçне яраççӗ. Ултă уйăхран вӗренӳ шкулне пӗтерсе крановщик специальноçне алла илнӗ хыççăн Серпухово – 15 Сывлăшпа космос çарӗсен чаçне куçараççӗ. Рядовой салтак Василий Нятюнов автомобиль ротине аслă крановщик пулса хӗсмете малалла тăсать. Хăйӗн командирне аслă лейтенант Петрукова халӗ те манмасть. Пуринчен ытла Василий хамăр район çыннипе, вăл лекнӗ çар чаçӗнче службăра тăракан офицерпа – Руслан Витальевич Мердеев капитанпа (ун чухне вăл капитан званипе пулнă) паллашнине асра тытать. Р.Мердеев капитанпа Н.Филиппов майор автомобилистсен паркӗнче нарядра тăракансене тӗрӗслеме килсен пулса иртнӗ ку тӗлпулу. «Сирӗн хушăра чăвашсем пур-и?» – ыйтать капитан. «Пур. Эпӗ чăваш», – тет Вася. Калаçнă май Вася Хулаçырминчен иккенне каласа парать, капитан та Матакран пулнине пӗлтерет. Çапла вӗсен хушшинче туслăх çуралать.
Хальхи вăхăтра пушар сӳнтерекен – чи хăрушă профессисенчен пӗри. Çавăнпа та пуль çăлавçă-пушарнăйăн профессине хисепе хурса 1999 çултан апрелӗн 30-мӗшӗ Пушар хуралӗн кунӗ шутланать. Раççей пушар хуралӗн историйӗ тарăн. Паян вăл вут-çулăмпа кӗрешекен вăйлă тытăм. Ырă кăмăллă, хăюллă, паттăр каччăсем – акă мӗнлерех вӗсем паянхи çăлавçăсем. Смена хыççăн тăванӗсемпе çывăх çыннисем патне таврăнассине, кун мӗнле вӗçленессине пӗлмесӗр çӗршывпа çынсем умӗнче хăйсен тивӗçне куллен пурнăçлаççӗ.
Çăлавçă-пушарнăйсем вӗсем пурте тӗлӗнмелле çынсем. Анчах чăн-чăн çăлавçă пулас тесен пӗр ӗмӗт кăна сахал, унпа пӗрле тата хăнăху пулмалла: дисциплина, çирӗп вăй-хал, чăтăмлăх, çаврăнăçуллăх, кăткăс лару-тăрура хăвăрт йышăну тума, çавăн пекех командăра ӗçлеме пӗлни. Сăмахран, вӗсен хатӗрлӗхӗ яланах пысăк. Пушар е ытти инкек тухас пулсан тревогăпа пухăнма хуралăн пӗтӗм личнăй йышне питӗ кӗске вăхăт уйăраççӗ – 40-50 çеккунт. Çак хушăра вӗсен ятарлă тумтир тăхăнма, машинăсем çинче хăйсен вырăнӗсене йышăнма, диспетчертан пушар адресне илсе сӳнтермелли вырăна тухса кайма ӗлкӗрмелле…
Çавăн пек минутсенче эпир çак çынсене яланах типӗ çанăсем (рукава) сунатпăр, вӗсенле ку «Ăнăçу пултăр!» тени пулать. Çаннисем дежурство тăршшӗпе типӗ юлаççӗ пулсан, эппин, ниçта та пушар тухман, апла пулсан пӗр çын та сиен курман.
«Нумайăшӗ пушарнăйсене паттăрсемпе танлаштараççӗ. Эсӗ вара мӗнле шутлатăн?» – тесе ыйтсан Василий çапла хуравларӗ: «Чи малтанах – ку пирӗн кулленхи ӗç. Иккӗмӗшӗнчен, вут-çулăмпа кӗрешнӗ чухне паттăрлăх пирки никам та шухăшламасть. Пурте пӗрле кар тăрса çынсен сывлăхне, кил-çуртри япалисене, çурт-йӗрне, выльăх-чӗрлӗхне сыхласа хăварма тăрăшатпăр. Тепӗр енчен пăхсан, шухăшласан, тӗрӗс те кашни пушарнăй хăйне майлă герой, мӗншӗн тесен пур çын та вут-çулăма кӗреймест-çке, эпир вара – кӗретпӗр. Хамăр пурнăçа шеллемесӗр ыттисене çăлма тăрăшатпăр, кун пекки пушарта час-часах пулать. Сăмах май çакна та каласа хăварас килет, пирӗн чаçре пурте туслă, пӗр-пӗрне пулăшма яланах хатӗр, хăйсен ӗçне юратса пурнăçлаççӗ».
2018 çулта çуллахи пӗр уяр кунра юратнă хӗрӗпе Зойăпа çемье çавăрчӗ Василий. Пулас мăшăрӗпе вăл салтака кайичченех, Аслă Аксу ялӗнчи юлташне Петьăна хӗсмете ăсатнă чухне паллашнă. Вӗсен халӗ ывăл ача Степан ӳсет.
Василий тӗрлӗ пуçлăхпа ӗçлеме тӳр килнине аса илет. «Пӗр вăхăтра тарăхнипе ӗçрен тухма та шут тытнăччӗ. Юрать-ха, ман телее пирӗн пата ӗçлеме çӗнӗ пуçлăх килчӗ. Вăл ман салтакри тус-офицерăн шăллӗ иккен. Руслан Витальевича лайăх палланăран Александр Витальевич та лайăх çын иккенне пӗлсех çак ӗçрех юлма шутларăм. Шанчăклă çынсемпе ӗçре те, пурăнма та аван. Вăл пире ӗçре те, йывăрлăхсенче те пулăшма тăрăшать. Кирлӗ пулсан пиртен хытă ыйтма та пултарать», – терӗ вăл савăнăçлăн.
Василий Нятюнов пушă вăхăтра та ахаль тăмасть, машинăсене юсама юратать, вӗсене çуса, тирпейлесе, пăхса кăна тăрать. Унсăр пуçне пулла çӳреме килӗштерет. Хальхи пурнăçра çӗр çинче вăрçăсем пулмалла мар тесе шутлать, ачине ура çине тăратма, унран лайăх çын ӳстерме ӗмӗтленет. (
(Виталий МЕРДЕЕВ.Тутарстанри журналистсен союзӗн пайташӗ.Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев