Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мобилизациленнисем ыйтнине тивӗçтертӗмӗр

Паян Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗсем Хусан çывăхӗнчи полигонра учебка иртекен мобилизациленнӗ салтаксене ыркăмăллăх пулăшăвӗ кӳрсе таврăнчӗç

Делегацире ТР Халăхсен Ассамблеипе «Сувар» хаçат ӗçченӗсем те пурччӗ. ТР ЧНКА Канашне 52 çын кӗрет, вӗсем ыркăмăллăх пулăшăвӗ валли кӗске вăхăтра 52 пин тенкӗ пухса пачӗç. Çак укçапа салтаксем ыйтнипе походра усă курмалли пӗчӗк газ плитисем тата вӗсен патне хӗлле те усă курма май пур икшер газ баллонӗ – пурӗ 50 комплект – туяннă тата тӗрлӗрен улма-çырла.

Çар слаживанийӗ иртекен резервистсем ентешӗсене кучченеçсемшӗн тата «Сувар» хаçат экземплярӗсемшӗн те тав турӗç.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев