Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мордва пики 18-та, чăваш пики 16-ра пулмалла

Тутарстанра «Мордва пики – 2022» конкурс пулать. Мăкшăпа ирçе культурине упраса аталантарас тӗллевпе ирттереççӗ ăна.

Конкурса 18-25 çулти, артисцизмлă, илӗртӳллӗ хитре хӗрсем хутшăнма пултараççӗ. Тӗп услови – хутшăнакан мордва халăхӗн çынни пулмалла. Заявкăсене декабрӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Конкурсăн финалӗ декабрӗн 24-мӗшӗнче Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче иртет. Конкурсăн условийӗсем «Чăваш пикинчи» пекех: хӗрӗн халăх тумӗпе паллаштармалла, наци апат-çимӗçӗпе сăйламалла, хăйӗн пултарулăхне кăтартмалла.

Чăваш Наци Конгресӗ 30 çул тултарнине халалласа декабрӗн11-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче 11.00 сехетре «Раҫҫей чӑваш пики-2022» фестиваль-конкурс пулать. Çак конкурсра 16-24 çулти качча кайман, ачасăр, чăвашла лайăх калаçакан хӗрсем хутшăнма пултараççӗ. Конкурсра хутшăнакансен заявкисене congress21@mail.ru электронлă почтăпа йышăнаççӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 62-35-61.

Чăваш Наци Конгресӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев