Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МУЗЕЙСЕМПЕ ТЕАТРСЕМ ПӖРЛЕШСЕН

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Хусанта иртекен «Искусствăсен каçӗ» акцие 59 мероприяти хатӗрленӗ. Пӗтӗм Раççейри акци пӗрремӗш хут 2013 çулта иртнӗ. Ун чух мероприяти Мускавра çеç пулнă. Ăнăçлă. Йӗркелӳçӗсене те, куракансене те килӗшнӗ. Çулталăкран унăн масштабӗ ӳснӗ, Раççей шайне çӗкленнӗ.

Хусанти музей, культура ӗçченӗсем «Искусствăсен каçне»  хавхаланса хатӗрленеççӗ. ТР Наци музейӗн ертӳçи А.Л.Вяткина пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, ăна кăçал культурăсен пӗрлӗхне халалланă.  Музей ӗçченӗсен ноябрӗн 4-мӗшӗнче ӗç йӗрки урăхларах пулать. Çынсем ӗçрен таврăннă чух хӗрӳ ӗç пуçланать – 18.00–23.00 сехетсенче наци музейӗнче, унăн филиалӗсенче – М.Горький, Ф.Шаляпин, Е.Боратынский, Г.Тукай музейӗсенче тата Шариф Камал музей-хваттерӗнче – кӗтеççӗ çынсене.  Çак акцин ырă енӗсем чылай, вӗсенчен пӗри – музей ӗçченӗсен  кулленхи 8-тан 18 сехетчен ӗç кунӗн йӗрки улшăнать пӗр кунлăха. Çӗнӗлле ӗçлесе курма яланах интереслӗ тата акци вăхăтӗнче тӳлевсӗр килсе куракансем ӳлӗм музейӗн кашни çӗнӗ экспозицине те çӳрӗç тесе шанаççӗ музей ӗçченӗсем.

М.Горький тата Ф.Шаляпин ячӗллӗ музейре 16.00 сехетре Любовь Григорьеван, Лариса Ахмадееван (Санкт-Петербург) харкам куравӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Классика музыкин концертне итлеме пулать. Максим Горькийпе Федор Шаляпинăн пурнăçӗ çинчен кăсăк каласа параççӗ.

 Наци музейӗнче 18.00 сехетре мода историйӗпе пуçланать каç. Куракансем Атăлçи халăхӗсен тумӗсене тăхăнса дефиле утнине пăхӗç, халăхсен йăли-йӗрки çинчен итлесе пӗлӗç, вăййисене хутшăнӗç. 19.00 сехетченех пырӗ ку паллашу. 

Çак музейрех джаз выляма пуçланăранпа 100 çул çитнине халалласа консерваторирен джаз ансамблӗ, саксофонистсен квартечӗ концерт кăтартать. Наци музейӗнчен «Искусствăсен каçне» хутшăнакан музейсене икӗ хутлă автобуссем çӳрӗç, çак кун пассажирсенчен тӳлев илмӗç тата пӗр-пӗр музея çитиччен экскурсовод хула историйӗпе те паллаштарма ӗлкӗрӗ.

Г.Тукай музейӗнче сăвă юратакансене тутар поэчӗн кулленхи пурнăçӗнче усă куракан япалисене кăтартӗç, вӗсемпе çыхăннă интереслӗ историсем каласа парӗç. Тӗлпулу вӗçӗнче чейпе сăйлӗç.

Шариф Камалăн музей-хваттерӗнче (Тутар кӗнеке çурчӗ) тутар халăх интеллигенцийӗпе – 

Габдулла Тукай тантăшӗсемпе тӗл пулма шанăç пур. Иммерсивлă спектакле лартаканӗ Кариев ячӗллӗ тутар çамрăксен театрӗ. Сăмах май каласан, театрăн историе кӗрсе юлнă, халăх юратакан персонажсене «чӗртес» опыт пур – çакăнтах çуркунне Тутар чӗлхи кунӗ тӗлне Габдулла Тукай сăнарӗпе перформанс кăтартнăччӗ.

Вырăс çамрăксен театрӗ те хутшăнать акцие. Пысăк залра куракан  халӗ репертуарта çук спектакльсене кино пек пăхма пултарать: Ван Гог ӳнерçӗ çинчен «Из глубины» тата А.Пушкин хайлавӗ тăрăх «Выстрел» спектакльсене, вӗсене лартаканӗ Туфан Имамутдинов режиссер. Спектакльсем питӗ хăйне евӗрлӗ, пластика, хореографи мелӗсемпе анлă усă курнă вӗсене лартакан. Чылай конкурса хутшăнса çӗнтерӳçӗ пулса таврăннă вӗсем Хусана. Театрăн юман залӗнче çамрăк çыравçăсем – студентсемпе шкул ачисем – хăйсене театр критикӗн профессийӗнче тӗрӗслесе пăхаççӗ.

«Шарык» клуб та интереслӗ мероприятисем хатӗрленӗ. Куракана йӗркелӳçӗсем 100 çул каяллахи атмосферăна тавăраççӗ. Г.Камал ячӗллӗ театр тăррине тухса курма та пулăшаççӗ. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев