Нейросетьсем хулара йӗрке тытма пулăшаççӗ
Санкт- Петербургра «Городовой» видеоаналитика системи ӗçлеме пуçланă
ИИ те, камерăсем те урамсенче мӗн пулса иртнине талăкӗпе сăнаççӗ. Енчен те мӗн-тӗр иккӗлентерекеннине асăрхарӗç-тӗк, çавăнтах «пуçӗнче» шутласа- танлаштарса пӗтӗмлетӳ тăваççӗ, хыпара полицие çитереççӗ. Унта вара, çынсем йышăну тăваççӗ: ку хыпарпа тӳрех вырăна васкамалла е унран çивӗчреххисем те пур-и?
Мӗн тума пӗлет «Городовой»?
Çӳп-çап контейнерӗсем тулнине «асăрхать», шăтăк-путăклă çулсене «курса» çурт-йӗр управленине пӗлтерет.
Вандалсенчен «хӳтӗлет». Петербургра, тӗслӗхрен, Пржевальски, Жуков палăкӗсем çывăхне арăслансен скувльптури не ИИ пăхса тăрать. Енчен те палăк çине улăхакансене курсан е мӗн-тӗр çыракана всăрхасан операторсем тӳрех хыпара полицие çитереççӗ.
«Экономика данных» наци проекчӗ пулăшнипе цифрăллă технологисемпе усăллă сервиссем аталантарнипе «Городовой» системăна ӗçе кӗртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев