Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Полоруссов-Шелепи çырнисем паян кун та пӗлтерӗшлӗ

Чăваш Республикин Хальхи историйӗн патшалăх архивӗн М.И.Юрьев (Нямань) çемье фондӗнче Николай Иванович Полоруссов-Шелепи пирки, унăн пултарулăхӗ çинчен çырнă документсем упранаççӗ. Вӗсен хушшинче М.Юрьевăн «Коммунизм ялавӗ» (14.05.1971) хаçатра пичетленнӗ «Унăн ячӗпе халăх мухтанать» (Н.Шелепи çуралнăранпа 90 çул) материалӗ пур.

Унта автор поэтăн тумхахлă кун-çулӗ пирки çырса кăтартнă, поэт çырнă сăвă йӗркисемпе çирӗплетнӗ. Пӗр сыпăкне илсе паратпăр: «Н.Шелепи хăйӗн пӗтӗм кун-çулне халăхшăн тăрăшса, унăн пӗтӗм вăй-хăвачӗ этемлӗхе илемлӗ те савăнăçлă пурнăç тума пулăштăр тесе ӗçлесе ирттернӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ поэт 45 çул каялла хăйне сăвă-­юрă ăсти пулма çул уçса панă тăван халăха тав туса «Çул курки» сăвăра çапла каланă:

Мӗскер тăвас тени чăнах пулчӗ,

Мӗн шырани – çавă тупăнчӗ.

Ӗмӗтленнӗ ӗмӗт пулса тăчӗ,

Ӗç халăхӗ ӗçе йышăнчӗ.

Тăван халăха çапла тав тума тивӗçлӗ пуличчен поэтăн пурнăç çулне такăрлатас тесе пайтах тар юхтармалла пулнă. 

Поэт çырса хăварнисен хушшинче эпир сăвăсем кăна мар, поэмăсем те («Çӗрпӳ пасарӗ», «Шупашкар», «Çӗнӗ тӗнче», «Коммунизм патне», «Чухăн Ваçук», «Хӗрлӗ Çăлтăр», «Ильинкăра»), пьесăсем те («Шуррисем килнӗ вăхăтра», «Кушакпа автан»), сăвăласа çырна юмахсем те («Эссепе», «Йăваш Мишук»), калавсем те («Етӗрне уесӗнче çӳрени», «Салтăннă чӗлхесем», «Аксупа Октябрь ра­йонӗсенче курни-илтнисенчен») куратпăр». (БУ «ГАСИ ЧР». Ф. Р-3237. Д. 78. Л. 7).

1936 çулта Н.Шелепи обществăпа литература ӗçне туса пыма тытăннăранпа 30 çул çитнине чаплăн паллă тунă. Чăваш АССР Правительстви ăна чăваш халăх поэчӗн хисеплӗ ятне панă. Литературăри пархатарлă ӗçсемшӗн Совет правительстви «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çулӗсенче те поэт пысăк хастарлăхпа ӗçленӗ. Сывлăхӗ хавшаса çитнӗ пулин те вăл, Тăван çӗршывăмăр çине вăрă-хурахла килсе тапăннă сӗмсӗр те хаяр тăшмана ылханса, сăвă хыççăн сăвă çырнă. Вăрçăн малтанхи кунӗсенчех тăван халăха çапăçу хирне хăюллăн çӗкленсе тухма чӗнсе «Аркатар çапса» сăвă çырнă. 

Çав йывăр çулсенче çырнă «Аслати», «Чăваш халăхӗн ывăлӗ», «Чӗнетӗп», «Мухтавлă парне», «Фашистсене вилӗм», «Мухтав юрри-сăввисемпе», «Паттăр летчик юрри», «Пирӗн геройсем» тата ытти чылай сăвăра поэт совет халăхӗ çапăçу хирӗнче тӳссе ирттернӗ кунсемпе çулсене тата совет çыннин кӗрешӳри иксӗлми хастарлăхне нихçан манмалла мар туллин те тӗрӗс сăнласа кăтартнă.

Шел пулин те, ырă ӗмӗтпе хавхаланса пурăннă поэт Çӗнтерӳ кунне кӗтсе илеймен. 1945 çулхи январӗн 12-мӗшӗнче вăл, палăртса хунă сăвă-юрăсене çырса пӗтермесӗрех, сасартăк вилсе кайнă. 

Унтанпа нумай вăхăт иртнӗ, анчах поэтăн паттăр сасси ӗçчен халăх хушшинче халӗ те уççăн илтӗнет». (БУ «ГАСИ ЧР». Ф. Р-3237. Д. 78. Л. 7). Чăнах та Н.И. Шелепи хайлавӗсене вуласан хамăр тăван ен чи илемли, чи тулăх çӗршыв пек туйăнать – сăввисем, поэмисем паян кун та пӗлтерӗшлӗ. 

Н.И.Шелепин сăнӳкерчӗкӗ пирки каласа хăварас килет. 1971 çулта пичетленнӗ материалта М.Юрьев çакăн пек асăрхаттарни пур: 

«Н.И. Полоруссов-Шелепин çак статьяпа пӗрле пичетленекен сăнӳкерчӗкне статья авторӗ Н.Я.Золотов (1898 – 1967) архивӗнче тупнă. Поэт ăна 1926 çулта ӳкерттернӗ. Н.Золотов ун чухне «Канаш» (хальхи «Коммунизм ялавӗ) хаçат редакторӗ пулнă. Редакторпа поэт пӗр-пӗрне питӗ çывăх пӗлнӗ. 1926 çулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче поэт хăйӗн сăнӳкерчӗкне хаçат редакторне парнеленӗ, унăн тепӗр енне çапла çырнă: 

ЫЛТТĂН МИКУЛИНЕ

Ыр сунса,

Ыр кăмăл

Шыраса,

Сан патна 

Яланах 

Пыратăп.

Тав туса,

Юратса,

Юрласа - 

Ӗлкеме,

Мӗлкеме

Паратăп.

Н. Шелепи». (БУ «ГАСИ ЧР». Ф. Р-3237. Д. 78. Л. 9).

 

Елена ЕРМИЛОВА, 

филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ. 

Шупашкар.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели Николай Иванович Полоруссов-Шелепи 145 лет со дня рождения первого чувашского народного поэта Николая Шелепи