Ноябрӗн 29-30-мӗшӗсенче – «Раççей чăваш пики – 2018»
Унта хутшăнас текен пикесен малтан район, регион шайĕнче çĕнтермелле. Заявкăсене ноябрӗн 20-мĕшĕччен Чăваш наци конгресне ярса памалла.
«Раççей чăваш пики – 2018» пултарулăхпа илем конкурсӗ хăçан иртесси паллă. Йӗркелӳ ушкăнӗ ăна ноябрӗн 29-30-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче (Шупашкар хули) ирттерме палăртнă.
«Ытти çулхипе танлаштарсан, кăçалхи конкурс Федераци Президенчĕн грантне тивĕçнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн иртет. Мероприятийӗн тĕллевĕ – чăваш хĕрупраçĕсене хамăр культура, йăла-йĕрке, чĕлхе çине ытларах тимлĕх уйăрма вĕрентесси, вĕсен хушшинче чи пултаруллисене суйласа палăртасси тата регионсенче пурăнакан çамрăк йăхташăмăрсемпе туслă çыхăнусем йĕркелесси», – тесе пӗлтерет ЧНК пресс-служби. Конкурсантсене хавхалантарас шутпа кăçал çӗнӗ номинацисем пулнине те хыпарлать вăл. Унта хутшăнас текен пикесен малтан район, регион шайĕнче çĕнтермелле. Заявкăсене ноябрӗн 20-мĕшĕччен Чăваш наци конгресĕн электронлă почти (congress21@mail.ru) çине ямалла. ( Сăнӳкерчӗк «Аталан» ушкăнăн).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев