Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Алексеевич, тӗнчери чăвашсене пире те савăнтарăр-ха!

Эх, ун чух радиохумсем шырамасăрах хамăр килӗштернӗ кăларăмсене, «Салампи», «Хура çăкăр» тата ытти нумай-нумай литература шедеврӗсене чăвашла итлӗттӗмӗр...

Радио кунӗ тӗлне Тутарстан хăйӗн радиоитлекенӗсене пысăк парне турӗ. Смартфонсем валли «Китап» радиостанцийӗн приложенине хута ячӗ. Тутарсем вăхăтӗнче анлă сарăлнă, анчах манăçнă юрăсене тата литература произведенийӗсене (чи лайăххисене кăна) телефонпа итлеме пултараççӗ халӗ.  Питӗ ăнăçлă проект! «Китап» радиостанцин тӗп редакторӗ Алмаз Миргаязов пӗлтернӗ тăрăх, ку вăл ют регионсенче, çӗршывсенче пурăнакан ентешсемшӗн çав тери меллӗ, мӗншӗн тесен вӗсем  Хусан FM-радиостанцине пур çӗрте те итлеме пултараймаççӗ. Ку приложенипе вара «Китап» кӗсьерех. Хуть хăçан та итлеме пулать. Кун валли кăмăл пуррисен приложенисен лавккисене кӗрсе „Национальное радио Китап“  шыраса тупмалла та телефон çине куçармалла кăна. Редакторăн сăмахӗсемпе, приложение апрелӗн 28-мӗшӗ тӗлнех хатӗрлесе çитернӗ вӗсем, майăн 1-мӗшӗнче вара Play Market тата App Store лавккисене кӗртнӗ. Эх, кун пек приложени чăвашсен те пулсанччӗ, ун чух радиохумсем шырамасăрах хамăр килӗштернӗ кăларăмсене (вăхăтӗнче мана, тӗслӗхрен, «Ăраскал» шутсăр килӗшетчӗ), «Салампи», «Хура çăкăр» тата ытти нумай-нумай литература шедеврӗсене чăвашла итленӗ пулăттăмăр. Олег Алексеевич (ЧР Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан О.А. Николаев), пире, тӗнчери чăвашсене, çакăн пек савăнăç парнелӗр-ха, тархасшăн. Питӗ-питӗ кӗтетпӗр. Кам манпа килӗшет?

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество