Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАТТĂР ЕНТЕШЕ – ПАТТĂРЛĂХ ОРДЕНӖ

Ятарлă çар операцийӗн зонинче Сергей Шойгу наградăланă çар çыннисен хушшинче Тутарстан чăвашӗ те пур

Ятарлă çар операцийӗнчи лару-тăру еплереххипе Тăван çӗршыв шăпи пирки шухăшлакан кашни çынах интересленсе тăрать пулӗ. Массăлла хыпар хатӗрӗсенче, информаци каналӗсенче тухакан кашни информацие вулатпăр, кашни репортажпа сюжета тимлӗн пăхатпăр. Уйрăмах унта хутшăнакан çар çыннисен, мобилизаципе кайнисен тăванӗсем хыпар кӗтеççӗ. Телевизорпа хамăр салтаксене кăтартнă чух паллакансене курмăпăр-и тесе тимлӗн сăнатăн. 

 

Иртнӗ канмалли кунсенче тӗп каналсемпе РФ оборона минист­рӗ ятарлă çар операцийӗн зонинче «Центр» группировкăри çар çыннисене наградăланине кăнтăрлах кăтартрӗç. «Куртăр-и телевизорпа Шойгу танкистсене наградăланине? – тесе çырчӗç «Суварăн» пӗр мессенджерти ушкăнӗнче хаçатăн тусӗсем. – Унта пирӗн ентеш те пур. Аксу районӗн чăвашӗ!»

Кун пек паттăр ентешшӗн мӗнле савăнмăн? Ушкăнра нумайăшӗ пӗлеççӗ те иккен тин кăна Раççей оборона министрӗн аллинчен награда илнӗ çамрăк офицера. 

Чăн та, иртнӗ шăматкун Сергей Шойгу хăйсене шеллемесӗр пысăк паттăрлăх кăтартнă çар çыннисене «Тăван çӗршыв умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн», Паттăрлăх орденӗсемпе, «Геор­гий хӗресӗ» паллăпа тата «Хăюлăхшăн» медальпе чысланине федераллă телеканалсемпе кăтартрӗç. «Сире тивӗçлӗ наг­радăсем илнӗ ятпа саламлатăп. Эсир малашне те хамăр çӗршывшăн хӗсметре харсăррăн тăрасси пирки иккӗленместӗп. Сире çирӗп сывлăх, çӗнтерӳ сунатăп, килсене сывă таврăнмалла пултăр!» – терӗ Сергей Кужугетович офицерсене саламланă май.

Чыслав хыççăн министр çар çыннисемпе калаçнă май награда илнисен хушшинче тăшманăн çар техникине тӗп тума е туртса илме пултарнисем пур-и тесе ыйтрӗ. «Пур», – терӗ офицерсен ушкăнӗнче тăракан пӗр сăпайлă çамрăк, хăйӗн танк ротипе тăшманăн икӗ танкне тӗп туни пирки каласа пачӗ. «Хамăрăн танк ротипе хупă позицирен перессине йӗркелерӗм. Пирӗн рота, çав шут­ра эп ертсе пыракан танк экипажӗ те, питӗ ăнăçлă ӗçлерӗмӗр. Боеприпассем çителӗклӗччӗ. Çак наградăпа эпӗ мăнаçланатăп, мӗншӗн тесен ăна илес тесе нумай тăрăшнă. Манпа хамăн çемье те мăнаçланать», – терӗ Тӗп çар округӗн штурм отрячӗн командирӗн çумӗ «Кварц» позывнойлă офицер. 

Шăпах вăл иккен пирӗн паттăр ентешӗмӗр, Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ çамрăк. Чăн ячӗпе хушаматне паллă сăлтавсене пула çырмăпăр, паллакансем ăна капла та пӗлеççӗ. Раççей оборона министрӗн аллинчен патшалăх награди илнӗ «Кварц» хушма ятлă офицер пирки çакна кăна çырса пӗлтерме пултаратпăр: вăл, малтан Елабугăри Суворов училищине, унтан Мускаври аслă пӗтӗмӗшле çарсен команда училищине пӗтернӗ, 90-мӗш гварди танк дивизийӗнче хӗсметре тăраканскер, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пӗрремӗш кунранах. Аманнă хыççăн кӗске вăхăтлăха çемйи патне отпуска та килсе кайнă. Анчах та опытлă офицерсем çапăçу пыракан çӗрте кирлӗрех ӗнтӗ, нумай тăман вăл канма килсен – юлташӗсем патне васканă. Килӗнче ăна ашшӗпе амăшӗ, çамрăк мăшăрӗпе виçӗ ачи, йышлă тăванӗсем чăтăмсăррăн кӗтеççӗ, кашни кун унран хыпар кӗтеççӗ. «Хăш чухне икшер эрне те çыхăнăва тухаймасть. Эпӗ мăшăра, ачасем ашшӗне питӗ кӗтетпӗр. Унпа пурте мăнаçланатпăр», – терӗ паттăр офицерăн мăшăрӗ Марина хăйпе çыхăнсан. 

Эпир те, Тутарстан чăвашӗсем, маттур ентешӗмӗре Паттăрлăх орденӗ илнӗ ятпа саламлатпăр, унпа питӗ мăнаçланатпăр, ăна юлташӗсемпе пӗрле киле çӗнтерӳпе ырă-сывă таврăнма сунатпăр. 

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев