Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӳсрексемпе Патраклăсем Хусанта

Хусанта «Казан» Çемье центрӗ умӗнче мартăн 9-мӗшӗнче Хусан çыннисемпе хăнисем валли йӗркеленӗ Çăварни те чăвашсемсӗр иртмерӗ. Ытти ансамбльсемпе пӗрле Элмет районӗнчи Пӳсрекпе Патраклăн «Паланпа» «Çеçпӗл» халăх ансамблӗсем чăвашсен Çăварни юррине юрларӗç.

Палăртса хăвармалла, çак ялсен ансамблӗсене Хусанти мероприятие хутшăнма пуçласа чӗннӗ. «Пире капла йыхăрни питӗ те савăнăç пулчӗ. Вăл кун юр тустарчӗ пулсан та Çăварни питӗ хаваслă иртрӗ. Çынсем те нумайăн пуçтарăнчӗç», – терӗ кун пирки Светлана Мукминова.

Хусанти уявран хавхаланса килнӗ «Палан» артисчӗсем тепӗр кун Пӳсрекре хӗле ăсатма хастар хутшăнчӗç. Юрласа, ташласа ял çыннисен кăмăлне çӗклерӗç. Аслисем хаваслă вăйăсене хутшăнчӗç пулсан, ачасем ывăничченех пысăк ту çинчен ярăнса савăнчӗç. (С.Мукминова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздник