Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм тӗнчери ЮНЕСКО списокне кӗртме Раççей çӗнӗ объектсем сӗнме хатӗрленет

Номинацисен шутӗнче 25 культура палăкӗ пур: Иркутск, Ростов, Енисейск хула варрисем, Пушкăртстанри Урал, Кенозерскри наци паркӗ, Васюганскри шурлăхсем, Воронежри «Дивногорье» музей-заповедник, Якутири «Каталык» наци паркӗ, Тувари «Патшасен хирӗ» тата ытти те.

Çак списока Хусанти астрономи обсерваторийӗсене кӗртесси çинчен ЮНЕСКО ӗçӗсемпе РФ яваплă секретарӗ Григорий Орджоникидзе пӗлтернӗ.

«ЮНЕСКО-па хутшăнассинче пур хальхи политика йывăрлăхӗсене пăхмасăрах, вӗсем пире вăхăтлăх пек туйăнаççӗ, эпир Организаци ӗçне хамăрăн конструктивлă пая кӗртес тӗллевсене пăрахăçламастпăр. Партнерсенчен хирӗçле утăмсем пуласса шанатпăр», – тесе палăртнă Орджоникидзе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев