Раççей венчур форумӗ кăçал 20-мӗш хут иртет
Юбилейлă форум кăçал апрелӗн 8-10-мӗшӗсенче пулать. Çак çулсем хушшинче вăл кашни отрасльтех темелле нумай стартапсене пурнăçа кӗртме май панă. Уйрăмах вăл çамрăк предпринимательсемшӗн, ученăйсемшӗн кӗтнӗ форум пулса тăрать.
Раççей венчур форумӗ – малашлӑх форумӗ. Вăл ăнăçлă проектсене, венчур фончӗсенчен кӑна мар, предприятисенчен те пулӑшу илме майсем туса парать. Çапла хак панă ТР Наукӑсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов кăçалхи форумăн йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче, пӗлтерет «Татар-информ» информаци агентстви.
«Предприятисемпе бизнес çаврăмӗ – пирӗн мероприятие хастар хутшӑнакансем. Çавӑнпа курав та виçӗ кун пырать. Вӑл питӗ интереслӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, Тутарстанпа Раççей Федерацийӗнчи, ют çӗршывсенчи предприятисен ертӳçисем курава хатӗр стартапсем шырама килеççӗ», – тенӗ Рифкат Минниханов.
Наука академийӗн пуçлăхӗ палăртнă тăрăх, Раççей венчур форумне ытти пысӑк мероприятисемпе пӗрле çулсерен лайăхлатса та анлăлатса пыма тӑрӑшаççӗ. Унсӑр пуçне çамрӑксене явӑçтарассине те пысӑк тимлӗх уйăраççӗ.
«Çамрăксем пирӗн пата туртăнччăр тесен вӗсене ытларах тимлӗх уйăрмалла. Уйрăммăн шкул ачисене илсе килеççӗ, вӗсем валли ятарласа тӗрлӗ мастер-классем, ытти мероприятисем хатӗрлеççӗ», – пӗлтернӗ Рифкат Минниханов.
Раççей венчур форумӗ 2026 çулта апрель уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче иртет. Кӑçал вăл шучӗпе 20-мӗш пулать. Тӗп тема технологи лидерлӑхӗпе çыхăнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев