Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салтак-ентешсене асăнса

Аслă Çӗнтерӳ кунӗ умӗн Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче ыркăмăллăх акцийӗ иртрӗ.«Щит Отечества» регионти обществăлла организацин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗ Афган тата Чечня вăрçисенче пуç хунă Геннадий Чаминпа Александр Шуркин вилтăприйӗсем çине сӗтелпе саксем вырнаçтарчӗ.

Ку акци пуçласа пӗлтӗр иртрӗ. Пуçараканӗ – «Щит Отечества» регионти обществăлла организацин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн председателӗ Даниил Ефимов. Пӗлтӗр Василий Карсаковпа Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă Андрей Годуновăн вилтăприйӗсем çине сӗтелпе сак вырнаçтарнăччӗ. Хальхинче вара Афган тата Чечня вăрçисенче пуç хунă Геннадий Чаминпа Александр Шуркин вилтăприйӗсем çине лартрӗç. 

Даниил Ефимов каланă тăрăх, сӗтелпе саксене «Щит Отечества» обществăлла организацин пайташӗсем тата Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн çыннисем тăрăшнипе пуçтарса лартнă. Асăннă ӗçе пурнăçлассине хутшăннă хастарсене палăртса хăварас килет. Тӗслӗхрен, Петр Головин фабрикăра хатӗрленӗ сӗтел-пукана Ульяновскран хăйӗн «УАЗӗпе» турттарса килчӗ. Тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă Владимир Патшеевпа Николай Макаров, унăн пӗртăванӗ Сергей Макаров, çавăн пекех пуç хунă ентешӗмӗрсен пӗртăванӗсем Юрий Шуркинпа Петр Чамин та акцие хастар хутшăнчӗç. Эпӗ, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков, ырă ӗç тума хутшăннă кашни çынна чӗререн тав турăм. Геннадий КАРСАКОВ. Çӗнӗ Йӗлмел. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество