Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

Самар чăвашӗсем Кӗр сăрине пухăннă

Ноябрӗн 19-мӗшӗнче Самар облаçӗнчи «Кӗр сăри» фольклор фестивалӗ иртнӗ. Ăна ӗнтӗ унта 25 çул тăтăш уявлаççӗ, Самар чăвашӗсен визит карточки тесе те калаççӗ. Кӗрхи уяв яланах хăй йӗри-тавра йăлари культурăна юратакан пултаруллă çынсене пухнă. Кăçал та облăçри фольклор ушкăнӗсем «Кӗр сăрине» çулларанах хатӗрленме тытăннă.

Çак фестивале Самар облаçӗнчи чăваш культурин «Пехиль» обществи йӗркелесе ирттерет. Паллах, ку ӗçре ăна облăçри Культура министерстви те, Самар хулин администрацийӗ те, Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗ те пулăшаççӗ.

Кăçал кӗрхи уяв облăçри 500 яхăн çынна пухнă. Иртнӗ çулсенче унта хутшăнакансем Чăваш Енрен, Тутарстанран, Пушкăртстанран, Ульяновск, Оренбурга, Саратов облаçӗсенчен, Камчаткăран, Мускавра Екатеринбургран килетчӗç. Концерт программинче 20 ытла чăваш коллективӗ пултарулăхне кăтартнă. Ку вăл Нефтегорск, Елховск, Кушкă, Кинельск, Шигонск, Сызрань, Безенчук, Челно-Вершински, Красноярски, Исаклă районӗсен, Новокуйбышевск тата Тольятти хулисен ахах-мерченӗсем.

Александра Абазева сăнӳкерчӗкӗсем.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев