Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Шеп блогер». Кам вăл?

Нумай нациллӗ блогерсен шкулӗнче вырăс, тутар яш-кӗрӗмӗпе пӗрлех мари, удмурт тата чăваш блогерӗсене те хатӗрлеме шутлаççӗ. Чăваш блогерсене ӗçӗн вăрттăнлăхӗсемпе «Сувар» хаçатăн СММ-специалисчӗ Ксения Романова паллаштарӗ.

«Суварăн» социаллă сечӗсене тăтăш вуласа тăракансем «Татмедиа» çумӗнче блогерсен шкулне йӗркелесе ярассипе хӗрӳ ӗç пынине пӗлеççӗ ӗнтӗ. Сетьсенче пысăк аудиториллӗ ăнăçлă блогсем илсе пыракансем çитӗнекен блогерсен ăрăвӗшӗн куратор пулса тăраççӗ. 

Çакăн çинчен тӗплӗнрех «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç. Унта «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков хутшăнчӗ. Çак шухăша – блогерсене ӳстерессине – ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов ырласа йышăннине пӗлтерчӗ. «Шеп блогер» вӗренӗве илсе пыракан «Ялкын» журнал редакторӗ Ильназ Фазуллин, çумӗ Рамзия Галимова çӗнӗ шкулăн пӗрремӗш утăмӗсем çинчен каласа пачӗç. Этника тематикипе интересленекенсен, çак енӗпе ӗçлес текенсен шкулта вӗренес шанăç пысăк пулнине палăртрӗç. Пулас блогерсен кураторӗсемпе паллаштарчӗç: Ксения Романова, Олеся Дмитриева, Александр Ситников, Илнар Идрисов, Лиана Федорова. Нумай нациллӗ блогерсен шкулӗнче вырăс, тутар яш-кӗрӗмӗпе пӗрлех мари, удмурт тата чăваш блогерӗсене те хатӗрлеме шутлаççӗ. «Сувар» хаçатăн СММ-специалисчӗ Ксения Романова чăваш блогерсене ӗçӗн вăрттăнлăхӗсемпе паллаштарӗ. Шкул программинче Тутарстанри районсемпе хуласене тухасси, вăтам шкулсенче, гимназисенче вӗренекенсемпе тӗл пуласси планра. Тутар, вырăс çамрăкӗсем йышлă пурăнакан çӗре çитме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ блогерсем. Ильназ Фазуллин сăмахӗсемпе, планра чăваш, мари, удмурт ялӗсене çитесси те пур.  «Шеп блогерсене» «Татмедиа» автобус уйăрса панине шута илсен хуть мӗнле наци ялӗсене те çăмăллăнах çитсе килме пулӗ. Блогер пулас текенсене пӗлме: вӗренӳ тӳлевсӗр. Çавăнпа хăюллăнах пултарулăхăра тӗрӗслесе пăхайăр.

Çӗнӗ шкула пуçаракансем вӗренекенсене камера умӗнче хăйсене тыткалама, калаçма, камерăпа ӗçлеме, ӳкернӗ кадрсене касма-сыпăнтарма вӗрентме шантараççӗ. Пӗр сăмахпа – кăмăл кăна пултăр. Тата, паллах, паха камера. Медиашкула заявкăсене майăн 14-мӗшӗнчен йышăнма пуçлаççӗ. Вӗренӳ майăн 20-мӗшӗнчен августăн 20-мӗшчен онлайн тата офлайн пырать. Кӗркунне 2-3 куна тăсăлакан «Тамга» блогерсен фестивальне вӗренекенсене пурне те чӗнеççӗ, вӗсен ӗçӗсене пӗтӗмлетеççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество