Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШУТА ИЛМЕННИ ЮЛМАН

Çыравăн пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсем 2022 çулхи май уйăхӗн 31-мӗшӗччен, иккӗмӗшӗ 2022 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен паллă пулӗç

Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ вӗçленчӗ. Тутарстан ку ӗçе 100 проценчӗпех пурнăçланă. Шута илмен пӗр çын та юлман, çав шутра çырава ку е вăл сăлтава пула хутшăнманнисем те.
Росстатăн ертӳçи Павел Малков «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, çырав ноябрӗн 14-мӗшӗнче Раççейӗпех (çитме йывăр вырăнсемсӗр пуçне, çырав унта декабрӗн 1-мӗшӗччен тăсăлать) вӗçленнӗ. Тăватă мелпе – переписчик киле килсе ыйтса çырни, Патшалăх услугисен порталӗнче, ятарлă контингентран (çар, тӗрме, ытти хупă учреждени), административлă даннăйсем – пухнă информацие танлаштарас, пӗр пеккисене илсе пăрахса информаци технологийӗсемпе усă курса пӗтӗмлетес пысăк ӗç ноябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçланнă.

 

Чăн та, переписчикпа тӗл пулманнисем, Патшалăх услугисен порталӗнче е МФЦсенче çырав иртменнисем çинчен информаци тулли мар, мӗншӗн тесен вӗсен ирӗксӗр çырав хутӗнчи пирвайхи виçӗ пунктран ыттине тултарма закон хушмасть.
Çырав вӗçленес умӗн темиçе кун маларах кăна «Республикăна кашни çын кирлӗ», – тесе халăха çырава хутшăнма чӗнсе каларӗç Татарстанстат представителӗсем. Мӗншӗн тесен çырав вăл халăх шучӗ кăна мар, пирӗн малашнехи социаллă пурнăç та. Тӗслӗхрен, 2010 çулхи çырав хыççăн Тутарстан сисӗнмелле улшăнчӗ: çӗнӗ хула Иннополис ӳссе ларчӗ, çулсерен респуб­ликăра 34 пиншер тăваткал метр пурăнмалли çурт-йӗр хута каять. Шăпах ăçта мӗнле микрорайон пуррине, халăх шутне пăхса социаллă инфраструктура объекчӗсем лартассине палăртаççӗ, республика программисене йышăнаççӗ.
Аса илтеретпӗр, кăçалхи çырав историе пуçласа цифрăллă хатӗрсемпе усă курнипе тата чи вăраха тăсăлнипе кӗрсе юлчӗ. Пӗрремӗш хут çынсем Патшалăх услугисен порталӗнче çырав хутне хăй тата çемьери пӗрле пурăнакан ытти çынсен ячӗпе тултарма пултарчӗç. Çитменнине çырав ытти çулсенчи пек 10 куна мар, пӗр уйăхах тăсăлчӗ.
Татарстанстатăн ертӳçи Наталья Гатауллина пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус инфекцийӗ чăрмав пулман ку ӗçре. Пӗрремӗшӗнчен, нумайăшӗ Патшалăх услугисен порталӗпе усă курнă, иккӗмӗшӗнчен, килте чирлӗ çын пуррисен переписчика информацие телефон урлă пӗлтерме майӗ пулнă, виççӗмӗшӗнчен, переписчиксем маларах вакцинаци иртнӗ.  Хальхинче çырав ӗçне волонтерсем те хастар хутшăнса МФЦсенче çырав иртекенсене ăнлантарса пулăшнă. Çапла майпа Тутарстан Патшалăх услугисен порталӗнче çырав иртнисен шучӗпе Федерацин Атăлçи тăрăхӗнче пӗрремӗш вырăна, массăлла хатӗрсенче çутатассипе Раççейри малта пыракан 5 регион шутне кӗнӗ.
Çавах та тутарстансем çырава офлайн мар, онлайн мелӗпех иртме кăмăл тунă. Рес­публикăра пӗтӗмпе 58 МФЦра тата 427 стационарлă çырав участокӗ йӗркеленӗ. Вӗсенче 1,1 пин контролер, 7000 ытла переписчик, 500 волонтер (пурӗ 8,5 пин çын ытла) ӗçленӗ.
Пӗтӗмлетсе каласан, Тутарстанра çырав пӗр чăрмавсăрах иртнӗ.  Переписчиксем çине тапăннă тӗслӗхсем шутлă кăна, вӗсене пурне те полици тимлӗхе илнӗ. Пӗр переписчик çухатнă планшет та тупăннă. Ăна полици участокне кӳрсе паракана Татарстанстат тав тума хатӗрленет.
Çыравăн пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсем 2022 çулхи май уйăхӗн 31-мӗшӗччен, иккӗмӗшӗ 2022 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен паллă пулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев