Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШТРАФ ТӲЛЕМЕРӖН-ТӖК ÇУРАН ÇӲРЕ

Паянхи саманара çул-йӗр çинче правилăна пăснă ăнсăртсене ятарлă техника хатӗрӗсем автоматла майпа фиксацилеççӗ. Водителе административлă явап тыттарасси пирки калакан «телей çырăвӗсене» почта урлă ярса параççӗ.

Хăш-пӗр водительсем – те тимсӗр пулнипе, те хăйсем саккуна пăснине  йышăнасшăн пулманнипе – килнӗ штрафа тӳлеме васкамаççӗ. Анчах та çакă нумай чухне правасăр та хăварма пултарать. 

Нурлат район сучӗ нумай пулмасть ӗçе пурнăçлакан суд приставӗ Б. гражданин тӗлӗшпе ăна транспорт хатӗрне çӳретнӗ чух ятарлă правăпа усă курма чарассипе çыхăннă административлă тавăç (иск) тăратнин ӗçне пăхса тухнă. 

Суд ларăвӗнче паллă пулнă тăрăх, Б. гражданинран Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инс­пекцийӗ штрафсем шыраса илнипе çыхăннă пурнăçламалли ӗç суд приставӗсен службинче пулнă. Штрафсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 10000 тенкӗ ытла пуçтарăннă. Б. гражданин суд приставӗ палăртнă срокра штрафсене хăй ирӗкӗпе тӳлемен. Хăйӗн  ятарлă право пуррипе çапла хăтланнă-ши? Анчах та суд ăна ӗç тумалли производство тăрăх тумалли тивӗçе пурнăçличчен çав правăна вăхăтлăха туртса илме йышăннă. 

 

Альбина САМИГУЛОВА,

Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев